Автор конспекта:
Автор(ы): — Кудрявцева Светлана Ивановна учитель чувашского языка и литературы МБВ(С)ОУ "Центр образования №1"г.Чебоксары

Регион: — Республика Чувашия

Характеристики урока (занятия) Уровень образования: — среднее (полное) общее образование

Целевая аудитория: — Учитель (преподаватель)

Класс(ы): — 8 класс
Класс(ы): — 9 класс

Предмет(ы): — Родной язык

Цель урока: —

Тĕллевсем :

а) Сапăрлăх тĕллевĕ: Тăван çĕр-шыва, чăваш халăхне, тăван культурăна, чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси.

ă) Пĕлÿ тĕллевĕ : Чăваш Республикипе паллашатарасси, Чăваш Республикин ятне çĕкленĕ мухтавлă çынсемпе паллаштарасси.

б) Аталантару тĕллевĕ : ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, ачасен пĕлĕвне ÿстересси, хăйсен шухăшне пĕтĕмлетсе калама вĕрентесси.

Тип урока: — Комбинированный урок

Учащихся в классе (аудитории): — 8

Используемое оборудование: —

проектор, экран, компьютер, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, Чăваш Республикин гербĕ, ялавĕ, картти, Чăваш çĕр-шывĕнче çуралнă çынсен портречĕсем

Краткое описание: —

. Урок эпиграфĕ: Шурă-шурă Шупашкарăм,

Эс каймастăн асăмран.

Сана эпĕ кăмăлларăм,

Хисеплерĕм ачаран.(В.Давыдов-Анатри)

12.Урок юхăмĕ.

1.Йĕркелÿ тапхăрĕ. .

а) Сывлăх сунни.

- Сывлăх сунатăп, ачасем!

- Сывлăх сунатпăр, вĕрентекен!

(Ачасем сăвă калаççĕ)

- Сывлăх сунатăп,

Сывлăх сунатăп,

Эпĕ аван пурăнатăп.

Эпĕ аван пурăнатăп,

Сире те çавнах эп сунатăп.

ă) Дежурнăйпа калаçни.

1) Класра кам дежурнăй?

2) Класра кам çук?

3) Урамра мĕнле çанталăк?

4) Паян мĕнле кун?

2. Урок тĕллевĕсене, темине палăртни. Ачасен вĕренес кăмăлне çĕклени.

Учитель самахĕ:

-Ачасем, сире халĕ пĕр юрă итлеме сĕнетĕп. Тимле итлетпĕр.

Вĕренекенсем Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм (Г.Хирбю композитор, Г.Ефимов сăвви) юрра итлеççĕ. Итлесе пĕтернĕ хыççăн учитель сăмах илет.

-Мĕн çинчен çак юрă? Кам калать?(ачасен хуравĕсем).

- Тĕрĕс, çак юрра эп ахальтен ямарăм. Паянхи урок пирĕн шăпах Шупашкарăм çинчен пулĕ. Поэтсем тăван хуламăр Шупашкар- çинчен нумай сăвă çырнă. Композиторсем нумай кĕвĕ кĕвĕленĕ. Атьăр-ха доска çине пăхар. Эсир унта мĕн куратăр?

Урок эпиграфĕпе паллашни

Шурă-шурă Шупашкарăм,

Эс каймастăн асăмран.

Сана эпĕ кăмăлларăм,

Хисеплерĕм ачаран.(В.Давыдов-Анатри)

Мĕн çинчен каланă-ши ку сăвăра? Кам вырăсла куçарса парĕ?(1-2 ача куçарать)

çапла вара паян урокра эпир сирĕнпе

а)тăван çĕр-шыва, чăваш халăхне, тăван культурăна, чăваш чĕлхине юратма вĕренĕпĕр;

ă) Шупашкарпа паллашăпăр, Чăваш Республикин ятне çĕкленĕ мухтавлă çынсене аса илĕпĕр.

б) сирĕн çыхăнуллă пуплевĕре аталантарăпăр, сăмах йышне пуянлатăпăр, пĕлĕвĕре ÿстерĕпĕр, хăвăр шухăшăра пĕтĕмлетме тăрăшăпăр.

Халĕ вара сире текст валеçсе паратăп. Текста лайăх ăнланма малтан словарь ĕçĕ туса ирттерĕпĕр.

3.Словарь ĕçĕ.

а) ăнлантармалли пай:

анлă Атăл широкая Волга

сылтăм çыран правый берег

капмар огромный

сумлă почитаемый, уважаемый

кăрлач январь

çухрăм километр

ансăр узкий

тăсăлать — тянется

патшалăх чĕлхи государственный язык

ă) çырассине хăнăхтармалли пай

пĕрле вместе

Шупашкар Чебоксары

ĕçлет работает

(учитель хор; ача вуласа вырăсла куçарни; мăшăрсемпе вулани; сăнчăрпа пĕрер сăмахăн вулани; сăмахсемпе предложенисем туни.)

4. Çĕнĕ сăмахсене пуплеве кĕртни. (Ачасем предложенисем тăваççĕ).

1. Шупашкарта пилĕк çĕр пин яхăн çын пурăнать.

2. Физкультура урокĕнче эпир 2 çухрăм чупрăмăр.

3. Шупашкар анлă Атăл хĕрринче вырнаçнă.

4. Атăл анлă юхан шыв.

5. Çул вăрманалла тăсăлать.

6. Раççей Федерацийĕн патшалăх чĕлхи вырăс чĕлхи.

7. Пирĕн республикăра икĕ патшалăх чĕлхи.

8. Шкулта чăваш чĕлхи кружокне йĕркеленĕ.

5.Пирĕн хуламăр текстпа ĕслесси. Кашни ачана текст валеçсе паратăп.

Шупашкар Чăваш республикин тĕп хули. Вăл анлă Атăлăн сылтăм çыранĕнче ларать. Шупашкарта 500 (пилекçĕр) пине яхăн çын пурăнать. Вăтам континент климачĕ, вăрманлă çеçен хирлĕ вырăн шутланать. Юлашки вăхăтра хулара пысăк, капмар, çуллĕ çуртсем ÿссе ларчĕç. Шупашкар промышленноçпа культура центрĕ. Республикăри промышленность продукцийĕн çуррине ытла Шупашкарта кăлараççĕ. Шупашкарта 5-6 театр, филармони ĕçлет. Университетсем, академисем, институтсем вунна яхăн. Чи пысăкки, чи сумли Чăваш патшалăх университечĕ. Залив варринче фонтан илемлĕ курăнса ларать. Ытларах вăл каçхине хитре. Хула урамĕсем сарлака, таса. Урамра автобуссем, троллейбуссем, çăмăл машинăсем чупаççĕ.

Шупашкар чăваш хули. Чăвашсемпе пĕрле вырăссем, тутарсем, марисем, мордвасем тата ытти халăх çыннисем пурăнаççĕ. Чаваш республикин Конституци, герб, ялав, гимн пур. Икĕ чĕлхе вырăс тата чăваш чĕлхисем — патшалăх чĕлхисем.

Поэтсем Шупашкар çинчен нумай сăвă çырнă. Композиторсем нумай юрă кĕвĕленĕ. Чăвашран нумай ăслă çынсем тухнă : Иван Яковлев, Никита Бичурин, Константин Иванов, çеçпĕл Мишши, Петр Хусанкай, Чапаев, Николаев-космонавт тата ыттисем те. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, асра тытатпăр.

Ачасем текста вулаççĕ, вырăсла куçараççĕ.

6. Ыйтусемпе ĕçлени. Ачасем пĕр-пĕрне текст тăрăх ыйтусем параççĕ.

1). Чăваш Республики ăçта вырнаçнă?

2). Чăваш Республикинче мĕнле климат?

3). Республикăра миçе çын пурăнать?

4). Чăваш çĕршывĕнче мĕнле наци çыннисем пурăнаççĕ?

5). Чăваш Республикин Конституци, герб, ялав, гимн пур и?

6). Мĕнле чĕлхесем патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ?

7). Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ кам?

8). Шупашкарта мĕн-мĕн пур?

9). Шупашкар мĕнле хула?

7. Кану саманчĕ. Су-джок е медитаци (е дыхат.упр)

8. Çĕнĕ темăна çирĕплетни.

а) Вырăс турисчĕсем вăйă.

Шупашкара туристсем килнĕ. Вĕсем пирĕн хулапа, Республикăпа паллашасшăн, анчах чăвашла пĕлмеççĕ. Ыйтăвĕсене вырăсла параççĕ, экскурсовод чăвашла хуравлать. (Пĕр ача эксурсовод пулать, ыттисем туристсем пулаççĕ).

1) Как называется ваша Республика?

2) Как называется ваш город?

3) Где расположена ваша столица?

4) Сколько городов в Республике?

5) Кто является Президентом Республики?

6) Чему равна площадь Республики?

7) Какие животные обитают в лесах Чувашии?

8) Какие известные люди родились в вашей Республике?

ă) Анаграммăсемпе ĕçлени.

Республикăра 2 пин ытла юхан шыв юхса выртать. Вĕсен хушшинче пысăккисем те, пĕчĕккисем те пур. Паллă юхан шыв ячĕсене эпир анаграммăсемпе ĕçлесе пĕлĕпĕр.

1. Мăнаçлăн, лăпкăн сарăлса юхатăп,

ЭпЧăвашри чи пысăк юхан шыв

Пĕр сас палли илсен сан урунта пулатăп.

Çăвать-тĕк çумăр — тăхăн, çук-тăк — хыв. (Атăл-атă). (Слайд)

2. П сас палли манра пулсан

Ман патăма çÿрен пулла.

С-па ăна улăштарсан

Юхса кĕретĕп Атăла. (Пĕве-Сĕве). (Слайд)

3. Темех мар-ха курăк маншăн

Хам кăшт çивĕчрех пулсассăн.

Эх, юхатап! Кур та савăн,

Хыçа л хушса хурсассăн (Çава-Çавал). (Слайд)

- Чăваш Республикинче тата мĕнле юхан шыв пур? (Пăла, Кĕтне, Ункă, Энĕш, Сурăм).

б) Пăтраштарнă сăмахсем.

Сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса предложенисем тумалла. (Слайд)

1. Республики, юхан, Атăл, вырнаçнă, Чăваш, хĕрринче, анлă, шывĕ.

2. Пысăк, унăн, мар, территорйĕ.

3. Хула, Чăваш, тăхăр, Республикинче.

4. Пур, сакăр, йышши, поселок, хула.

5. Пĕтĕмпе, яллă, Республикинче, çирĕм пĕр, административлă, Чăваш, район.

6. Хулара, чăвашсем, тĕп, пурăнаççĕ, ытларах.

7. Пурăнаççĕ, аллă пилĕк, наци, республикăра, ытла, çыннисем.

8. Çулта, йĕркеленĕ, Чăваш, 1992, Республикине.

9. Ялав, пур, Конституци, Республикин, герб, Чăваш, гимн

10. Чĕлхисем, вырăс, патшалăх, тата, чĕлхисем, чăваш.

в) Класс 3 ушкăна пайланать. Ачасем Шупашкар çинчен кластер тăваççĕ. Темăсем :

1) Шупашкар мĕнле хула?(паллă ячĕсемпе усă курмалла).

2) Шупашкарти театрсем.

3) Чăвашран тухнă паллă çынсем.

9. Килти ĕçе тумалли инструктаж. Ачасен пĕлĕвне хаклани, ĕçе мĕнле тумаллине ăнлантарни.

1) Шупашкар çинчен кĕскен каласа пама хатĕрленмелле.

2)Синквейн тумалла.

3)Шупашкар çинчен сăвă çырса килмелле.

10. Рефлекси, урока пĕтĕмлетни.

- Ачасем, паянхи урокра эпир мĕн çинчен калаçрăмăр?

- Сана урокра мĕн килĕшрĕ?

- Мĕн вăл пирĕншĕн Шупашкар?(тăван хула, тăван çĕр-шыв)

- Тăван çĕр-шыв тесе эпир мĕне калатпăр? (Хамăр çуралнă вырăна, хамăр пурăнакан хулана, Чăваш Республикине калатпăр. Тăван çĕр-шыв кашни çыннăн пĕрре. Тăван çĕр-шыва пирĕн юратмалла. Вăл пуян, хитре пултăр тесе тăрăшмалла).

Файлы: Шупашкар.Кудрявцева Светлана Ивановна.pptx
Размер файла: 4052601 байт.

( план – конспект урока 1 класс 5 класс. 6 класс 7 класс 8 класс 9 класс 10 класс Английский язык Литературное чтение Математика Музыка ОБЖ Окружающий мир Оренбургская область Физика ЦОР алгебра биология викторина внеклассное мероприятие география геометрия здоровье игра информатика история классный час конкурс конспект урока краеведение кроссворд литература начальная школа обществознание презентация программа проект рабочая программа русский язык тест технология урок химия экология