Автор конспекта:
Автор(ы): — Антонова Лидия Алексеевна

Место работы, должность: — Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Тобурдановская средняя общеобразовательная школа имени Анатолия Ивановича Миттова» Канашского района Чувашской Республики

Регион: — Республика Чувашия

Характеристики урока (занятия) Целевая аудитория: — Учитель (преподаватель)

Класс(ы): — 1 класс

Предмет(ы): — Родной язык

Цель урока: —

Урок тĕллевĕсем.

Дидактика тĕллевĕ: ĕнĕ материала ăнланма условисем туса парасси.

Содержани тĕллевĕсем:

Вĕрентÿ :[ĕ] сасса тĕрĕс калама, ĕ сас паллиллĕ сăмахсене тĕрĕс вулама вĕрентесси.

Аталану тĕллевĕ\:

Ачасен калаçу чĕлхине, вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси.

Воспитани тĕллевĕ:

Ачасенче çут çанталăка юратас, ăна упрас туйăма ÿстересси.

Шÿте ăнланма, ачасене хăйсене те шÿтлеме вĕрентсе пырасси.

Тип урока: — Урок изучения и первичного закрепления новых знаний

Учащихся в классе (аудитории): — 11

Используемые учебники и учебные пособия: —

Чăваш букварĕ. — М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007.

Используемое оборудование: —

«емçе уçă сасăсем», «Хытă уçă сасăсем» таблицăсем.

  • Фишкăсем.
  • Пулăсен ячĕсем.
  • Пулăсен ÿкерчĕкĕсем.
  • Хутран касса тунă витресем.
  • Хĕрлĕ, симĕс, сарă, кăвак кăранташсем.
  • Мультимедиа оборудовани.

Краткое описание: — Урок юхăмĕ. I. Урока йĕркелени. II. Ачасен пĕлĕвĕсене актуаллăлантарни. Ăнăçу ситуацийĕ. III. Ăнăçсăрлăх ситуцийĕ. IV. Урокăн темипе тĕллевĕсене палăртни. V. ĕнĕ пĕлÿсене ăса хывни. VI. ĕнĕ темăна çирĕплетни. VII. Вĕреннипе усă курма пĕлни. VIII. Пĕтĕмлетни. Тĕрĕслени, хаклани.

Урок юхăмĕ

I. Урока йĕркелени.

II. Ачасен пĕлĕвĕсене актуаллăлантарни. Ăнăçу ситуацийĕ.

— Саша сăмахсем çырнă, вĕсен сасă схемисене тунă. Хăш сăмахсен

схемисене тунă-ши Саша?

(Ку ĕçе пурнăçланă чухне ачасем ушкăнсенче ĕçлеççĕ.)

1-мĕш слайд.

1-мĕш ушкăн. 2 ушкăн

Хур Упа Этем Пура

3-мĕш ушкăн

Ырлăх Шампа

Пурнăçласа пĕтернĕ ĕçсене ачасем доска çине тухса çакса хураççĕ.

Вĕсене класпа пĕрле тишкеретпĕр:

Вĕрентекен:

-Ачасем, 1-мĕш ушкăн ĕçĕ пирки эсир мĕн шутлатăр?

Ачасем хуравлаççĕ. (Тĕрĕс е тĕрĕс мар пурнăçланине каласа ăнлантараççĕ.)

III. Ăнăçсăрлăх ситуцийĕ.

2-мĕш слайд.

Cак схемăпа килĕшсе тăракан сăмах тупăр:


Ачасем пурнăçланă ĕçе тишкеретпĕр.

Вĕрентекен:

— Кунта мĕнле сăмах вулама пулать?

— Мĕншĕн çапла шутлатăр?

— Мĕншен ĕç тĕрĕс пулаймарĕ?

-Апла пусан пирĕн çак урокра мĕнле сасăсем çинчен пĕлĕве ÿстермелле?

Ачасем хуравлаççĕ.

IV. Урокăн темипе тĕллевĕсене палăртни.

Вĕрентекен:

— Ачасем, эпир паян сирĕнпе [ĕ] сасă çинчен вĕренĕпĕр, ăна тĕрĕс калама, сас паллисемпе палăртма, ĕ сас паллиллĕ сăмахсене тĕрĕс вулама вĕренĕпĕр.

V.ĕнĕ пĕлÿсене ăса хывни.

1.Сасса калани.

Вĕрентекен:

Ачасем, эпĕ [ĕ] сасса калăп, эсир тимлĕн, ман тутасем çине пăхса итлесе ларăр.

2. ĕнĕ сасă артикуляцине сăнани.

Вĕрентекен:

— [ĕ] сасса каланă чух тута мĕн тăвать?

Ачасем:

— Мăкăрăлать, малалла тăсăлать.

Вĕрентекен:

— [ĕ] сасса каланă чух сывлăш кăкăртан мĕнле тухать?

Ачасем:

— Ирĕккĕн тухать.

Вĕрентекен:

— Апла пулсан [ĕ] мĕнле сасă?

Ачасем:

— Уçă сасă.

3. [ĕ] сасса сăмахсенче уйăрса илесси.

Вĕрентекен:

-Эпĕ сăмахсем калăп. Вĕсенче [ĕ] сасă пур пулсан, алă çупăр; çук пулсан, ан çупăр:

Тăман, ĕлĕк, алăк, талăк, тĕлĕк, тĕм, пăрма, пĕрме.

4.Сас паллисемпе паллашни.

Вĕрентекен:

— Ачасем, [ĕ] сасса тепĕр хут калар-ха. (Сасса харăс калаççĕ.) Вăл мĕнле сасă: хытă е çемçе?

— Ачасем, тен сирĕнтен кам та пулин [ĕ] сасса мĕнле сас паллипе палăртмаллине пĕлет?

— Апла пулсан парта çине Ĕ сас паллине шут патакĕсемпе хурса кăтартăр-ха. Пĕри доска çине çырса кăтарттăр.

Ачасем ĕçлеççĕ.

Вĕренекен пичетлĕ азбукăран пысăк тата пĕчĕк Ĕ, ĕ сас паллисене тупса вырнаçтарать.

— [ĕ] сасса пĕлтерекен сас паллисем вĕсем çаксем (Вĕрентекен сас паллисене тепĕр хут кăтартать.)


Врентекен:

— Вĕсем мĕнле сас палли евĕрлĕ?

-Е сас паллинчен ĕ сас палли мĕнле пулнă?

-[ĕ] сасса пĕлтерекен сас паллине хăш чечек çине вырнаçтарăпăр: сарри çине е хĕрли çине? Мĕншĕн?

Вĕрентекен сас паллине сарă чечек çине çыпăçтарать.

— [ĕ] сасăпа юнашар тăракан хупă сасăсене мĕнле вуламалла?

Ачасем: çемçен вуламалла.

Вĕрентекен: Мĕншĕн?

Ачасем:

-емçе уçă сасă хăйпе юнашар тăракан хупă сасăсене çемçетет.

5. Сăмахăн сасă модельне туни

Вĕрентекен:

— акна модельпе мĕнле кăтартмалла?

Ача доска çине вĕрентекен пулăшнипе е хăй тĕллĕн сасă моделĕ туса хурать:

\


Вĕрентекен:

— Апла пулсан, ачасем, çак сыпăксене те вулама пултарăр, тен?

6. 3-мĕш слайд. Сыпăксене вулани

ăм

ĕм

мă

мĕ

тăм

тĕм

ăн

ĕн

нă

нĕ

тăн

тĕн

ăл

ĕл

лă

лĕ

пу

лă

ăт

ĕт

тă

тĕ

тăт

тĕт

ăр

ĕр

рă

рĕ

тăр

тĕр

Ачасем сыпăксене пĕчченшерĕн вулаççĕ.

7.ак сыпăксем хушшинче мĕнле сăмахсем вулама пулать?

(Ачасем калаççĕ: тĕрĕ, тÿрĕ, мăнă, тăн, тĕм, тĕл, тăр, пулă)

VI. ĕнĕ темăна çирĕплетни

«Пулăра» калавпа ĕçлени.

-Ачасем хăйсем тĕллĕн вулаççĕ.

-Калав содержанине мĕнле ăнланнине ыйтусем парса тĕрĕслени.

-Суйлавлă вулав: калавра ĕ саспаллиллĕ сăмахсене туптарса вулаттарни.

-Пĕтĕмлетни.

VII.Вĕреннипе усă курма пĕлни

«Пулăра» вăййа выляттарни.

Доска çине магнитлă хутран касса тунă пулăсем çыпăçтарса хунă. Ачасен пуллине вăлтапа «тытмалла», ÿкерчĕкĕн тепĕр енче çырнă текста тĕп-тĕрĕс вуласа памалла. Тĕрĕс вуланă хыççăн пуллине пĕрлех илсе каяççĕ.

VIII. Пĕтĕмлетни. Тĕрĕслени, хаклани.

-Ачасем, эпир паян мĕнле сасăпа тата сас паллипе паллашрăмăр?

[ĕ] сасса каласа пăхар-ха (харăс калани).

Эсир урокра мĕнле ĕçлерĕр? Хăвăра хак парăр.

Ачасем хăйсен ĕçĕсене хакласа витресем çине пулă ÿкереççĕ, аванах ĕçлемен теççĕ пулсан пуллин çăварне ÿкермеççĕ.

Файлы: Тест 2.doc
Размер файла: 33280 байт.

( план – конспект урока 1 класс 5 класс. 6 класс 7 класс 8 класс 9 класс 10 класс Английский язык Литературное чтение Математика Музыка ОБЖ Окружающий мир Оренбургская область Физика ЦОР алгебра биология викторина внеклассное мероприятие география геометрия здоровье игра информатика история классный час конкурс конспект урока краеведение кроссворд литература начальная школа обществознание презентация программа проект рабочая программа русский язык тест технология урок химия экология