Автор конспекта:
Автор(ы): — Ананьева Зоя Ефимовна

Место работы, должность: — МБОУ «Гимназия №2″ г. Чебоксары

Регион: — Республика Чувашия

Характеристики урока (занятия) Уровень образования: — основное общее образование

Целевая аудитория: — Учитель (преподаватель)

Класс(ы): — 6 класс

Предмет(ы): — Родной язык

Цель урока: — Ознакомление с жизнью и творчеством чувашского народного поэта Константина Васильевича Иванова. Развитие речи учащихся.Обогащение лексики.

Тип урока: — Комбинированный урок

Используемые учебники и учебные пособия: —

1) Учебник: Андреев И.А. Гурьева Р.И. «Чувашское слово»,6 класс, Чебоксары, 2005г.

Используемая методическая литература: —

1. Егорова Л.В. Игры на уроках чувашского языка.- Чебоксары, 2007

2. Книга для учителя к учебнику: Андреев И.А., Гурьева Р.И. Методические указания к учебникам «Чувашский язык» для 6-7 классов русскоязычных школ.- Чебоксары, 2005

Используемое оборудование: —

Компьютер, проектор, интерактивная доска.

Используемые ЦОР: —

  • http://ru.wikipedia.org
  • Краткое описание: — Ознакомление с жизнью и творчеством К.В.Иванова. Выполнение заданий в группах. Работа с презентацией. Закрепление изученного материала.

    «Чăвашри паллă çынсем» конкурс

    «К.В.Иванов – чăваш халăхĕн поэчĕ» темăпа

    6-мĕш класра ирттернĕ урок конспекчĕ

    Ананьева Зоя Ефимовна,

    Шупашкарти 2-мĕш гимнази.

    4 класс

    Партăсенеçаврасĕтелевĕрвырнаçтарнă.

    Тема:К.В.Иванов – чăваш халăхĕн поэчĕ.

    Урок тĕсĕ:çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок.

    Тĕллевĕсем:

    • чăваш поэчĕн биографийĕпе анлăраххăн паллаштарасси;
    • куçару хăнăхăвĕсене аталантарасси;
    • чăвашла предложенисене тĕрĕс йĕркелес ăслайсемпе хăнăхусене çивĕчлетесси;
    • логикăллă шухăшлава аталантарасси;
    • шухăша фактсемпе çирĕплетме хăнăхтарасси;
    • чăвашсен паллă поэчĕпе мăнаçланас туйăма çĕклесси;
    • ачасене ушкăнра туслă ĕçлеме, пĕр-пĕрне пулăшма, хисеплеме хăнăхтарасси.

    Урокра усă курмалли хатĕрсем:

    Компьютер, проектор, 4 смайлик, çыпăçакан сарă хутсем, «маттур» тесе çырнă çăлтăрсем, ушкăнсенче кам мĕн тунине çырнă карточкăсем, «К.В.Иванов» ятлă 3 кĕнеке, шăнкăрав.

    Урок йĕрки:

  • Ачасене урока йĕркелени.
  • Вĕрентекен ачасене сывлăх сунни. Учителĕн кÿртĕм сăмахĕ.
  • 1 слайдраурокра ларакан ачасен тĕрлĕ конкурссенчи сăн ÿкерчĕкĕсем, фонетика зарядки ирттермелли сăвă йĕркисем.

    Вĕрентекенпе ачасем хорпа сăвă вулаççĕ.

    Эпир маттур ачасем.

    Эпир хастар ачасем.

    Ĕçлер пĕрле тăрăшса,

    Пĕрне-пĕри пулăшса.

    Кирлĕ чухне тупăшса.

    Вĕрентекен:Паян эпир пĕр поэт çинчен калаçăпăр. Ăна вырăссем те, тутарсем те, пушкăртсем те, нимĕçсем те, французсем те, акăлчансем те, якутсем те тата ытти халăхсем те пĕлеççĕ.

    2 слайдра Константин Васильевич Иванов портречĕ.

    Вĕрентекен:Кам-ши çак поэт?

    Ăна тавçăрса илме сăн ÿкерчĕк айĕнчи предложенисене вулăр.

  • Çак поэта хисеплесе чăваш драма театрне ун ятне панă. 2. Вăл поэт «Нарспи» поэма çырнă.
  • Ачасем:К.В.Иванов.

  • 3 слайдКонстантин Васильевич Иванов – чăваш поэчĕ. (1890-1915)
  • Вĕрентекен:К.Иванов чăвашсен çăлтăрĕ. Эсир ун çинчен мĕн пĕлетĕр? Сирĕн ун çинчен тата мĕн пĕлес килет? Хутсем çине çырăр. Смайликсем çине çыпăçтарăр. Ыйтăвĕсене чăвашла та, вырăсла та çырма юрать.

    Ачасем ыйтусене çырса смайликсем çине çыпăçтараççĕ. Вĕрентекен вĕсене доска çине çакать.

  • Вĕрентекен: К.Иванов çинчен информаци ăçта тупма пулать?
  • Ачасем:Интернетра, кĕнекере, музейра.

  • Çĕнĕ темăна вĕрентни.
  • Вĕрентекен:Паян эпир интернетри хăш-пĕр информаципе паллашатпăр. Сирĕн тĕллев – К.Иванов çинчен ытларах пĕлесси.

    Халĕ сирĕн слайдсем çинчи предложенисене куçармалла.

    Кам куçарать, вĕрентекен ăна «маттур»тесе çырнă çăлтăр парать.

  • 4 слайд К.Иванов Пушкăрт (Башкирия) Республикинче çуралнă.
  • 5 слайд К.Ивановăн амăшĕ – Евдокия Васильевна, ашшĕ – Ваçинкка (Вазинькка Николаевич). Унăн йăмăкĕсем, аппăшĕ тата шăллĕ пулнă.

    6 слайдКонстантин Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Тăрăшуллă(старательный), ăнкаруллă(сообразительный) ача пулнă.

    7слайд Чĕмпĕрти шкулта ăна Иван Яковлевич Яковлев вĕрентнĕ.

    8 слайд Константин сăвăсем, юмахсем, поэма çырнă, вырăсларан чăвашла куçарнă. Вăл хитре ÿкернĕ, пичет машини, шкаф, диван, алăк ăсталанă, чăвашсен пĕрремĕш фотографĕ пулнă.

    9 слайд Чăваш букварьне иллюстрациленĕ.

    10 слайд Константин Ивановăн юратнă вырăс поэчĕ – Лермонтов.

    11 слайд Шупашкарта К.Иванов ячĕллĕ урам, библиотека, музей, театр пур. Поэта хисеплесе палăк лартнă, ун ячĕпе укçа, марка кăларнă.

    Вĕрентекен:Камăн 6-7 «маттур» сăмах, вĕсем пултаруллă куçаруçăсем. Чи маттур 3 куçаруçă ушкăнсен ертÿçисем пулаççĕ. Пĕтĕмпе 3 ушкăн. Кашни ертÿçĕн хăйĕн ушкăнĕ.

    Ертÿçĕсем, хăш ушкăнра ĕçлес килет, çавăнпа юнашар ларăр.

    Вĕрентекен ушкăнра кам мĕн тунине палăртмалли карточкăсем валеçсе парать.

  • Секретарь — записывает решение группы;
  • Докладчик – у доски рассказывает, что решила группа;
  • Организатор – распределяет роли, следит за временем, действиями всех членов группы;
  • Командир( ертÿçĕ) – следит за всеми, в нужный момент помогает.
  • Ачасем ушкăнри рольсене пайлаççĕ.

    Вĕрентекен:Ачасем, ушкăнсен девизне вулатпăр.

    Ачасем: Пĕрле ĕçлетпĕр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр.

  • Çирĕплетÿ.
  • Ушкăнсенче пурнăçламалли хăнăхтарусем.

    • слайд
    • Сăмахсенчен предложенисем йĕркелĕр.

    (Шухăшлама 1 минут) Вĕрентекен ачасем ĕçе пуçлас умĕн тата ĕçе вĕçлес чух шăнкăрав парать.

    1 ушкăн

  • çуралнă, К.Иванов, Республикинче, Пушкăрт.
  • Ашшĕ — Ваçинкка, ятлă пулнă, амăшĕ – Евдокия Васильевна.
  • 2 ушкăн

  • Шкулĕнче, чăваш, Константин, Чĕмпĕрти, вĕреннĕ.
  • вĕрентнĕ, ăна, Иван Яковлевич Яковлев.
  • 3 ушкăн

  • вырăсларан чăвашла куçарнă, поэма, юмахсем, сăвăсем, Константин, çырнă.
  • иллюстрациленĕ, Иванов, Букваре.
  • слайд
  • 2. Вулăр. Ыйтуна хуравлăр. (Шухăшлама 1 минут).

    Константин сарă çÿçлĕ мар, çырă çÿçлĕ мар. Константин мĕнле çÿçлĕ пулнă-ши?

    14 слайд

    Константин шкаф, диван, пичет машини, алăк ăсталанă. Константин мĕнле ача пулнă-ши?

    15 слайд

    Константин наян ача мар, кахал ача мар. Константин мĕнле ача-ши?

  • Виççĕмĕш ĕçе ăнлантарнă чух усă курмалли сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсене кашни ушкăна валеçсе паратăп.
    • Пирĕн шутпа – по нашему мнению
    • Тĕрĕс – правильно
    • Мĕншĕн тесен – потому что
    • Çырман – не писал
    • Вăл вăхăтра çуралман – в то время не родился
    • Пушкăрт республикинче мар.
    • Поэт мар, писатель.
  • Хăш предложенийĕ тĕрĕс? Мĕншĕн? Ăнлантарăр. (Шухăшлама 1 минут).

    16 слайд

    1-мĕш ушкăн

    1) К.Ивановăн юратнă вырăс поэчĕ – Лев Толстой;

    2) К.Ивановăн юратнă вырăс поэчĕ – Михаил Лермонтов.

    2-мĕш ушкăн

    1) К.Иванов Шупашкарта çуралнă;

    2) К.Иванов Чăваш Республики тулашĕнче (за пределами) çуралнă.

    3-мĕш ушкăн

  • Иван Яковлевич Яковлев — Константин Ивановăн вĕрентекенĕ;
  • Андриян Григорьевич Николаев — Константин Ивановăн вĕрентекенĕ.
  • 4. Вĕрентекен ушкăнсене К.Иванов Синчен çырнă кĕнекесем валеçсе парать. Ачасен кĕнекере К.В.Иванов çинчен çĕнĕ информаци тупмалла, ытти ушкăнсене каласа памалла.

  • Пĕтĕмлетÿ.
  • Вĕрентекен камăн мĕн пĕлес килет? ыйту патне таврăнать. Кашни ыйтăва саспа вуласа парать. Ачасем хуравлаççĕ. Хуравне пĕлеймен ыйтусене вĕрентекен уйрăм смайл çине çыпăçтарать. Ăна çитес урокра вĕренессине пĕлтерет.
  • 17 слайд
  • Урокра усă курнă ÿкерчĕксем. Вĕсемпе план вырăнне усă курса ачасем К.В.Иванов çинчен калав тăваççĕ.

  • Вĕрентекен кашни ушкăн ĕçне (ушкăнри ачасене уйăрмасăр, пĕр пек) хаклать.
  • 18 слайдри сăвă йĕркисене ачасем пĕрле вулаççĕ.
  • Эпир маттур ачасем,

    Эпир хастар ачасем.

    Ĕçлерĕмĕр тăрăшса,

    Пĕрне-пĕри пулăшса,

    Кирлĕ чухне тупăшса.

    Вĕрентекен: Ачасем, сывă пулăр.

    Файлы: 6 класс открытый урок.ppt
    Размер файла: 8918528 байт.

    ( план – конспект урока 1 класс 5 класс. 6 класс 7 класс 8 класс 9 класс 10 класс Английский язык Литературное чтение Математика Музыка ОБЖ Окружающий мир Оренбургская область Физика ЦОР алгебра биология викторина внеклассное мероприятие география геометрия здоровье игра информатика история классный час конкурс конспект урока краеведение кроссворд литература начальная школа обществознание презентация программа проект рабочая программа русский язык тест технология урок химия экология