Автор конспекта:
Автор(ы): — Журавлева Надежда Петровна

Место работы, должность: — МБОУ СОШ №36 учитель чувашского языка и литература

Регион: — Республика Чувашия

Характеристики урока (занятия) Уровень образования: — высшее профессиональное образование

Целевая аудитория: — Библиотекарь
Целевая аудитория: — Классный руководитель
Целевая аудитория: — Учитель (преподаватель)

Класс(ы): — 3 класс
Класс(ы): — 4 класс

Предмет(ы): — Родной язык

Краткое описание: — Музыкăпа литература композицийĕ «Вăйăра»

Музыкăпа литература композицийĕ

«Вăйăра»

«Хурăн çулçи» юрă юрласа тухаççĕ.

1. Юрă «Хурăн çулçи»

1.Хурăн çулçи /3 х

Çурăлсан,

Килет вăрман /3 х

Илемĕ.

2.Хĕрсем вăййа /3 х

Тухсассăн,

Килет урам /3 х

Илемĕ.

(Çурма çавра тăраççĕ)

2 -Атьăр, вăййа тухар-и те,

Çĕнĕ сăвă калар-и?

Пирĕн çине тантăшсем те

Ăшшăн пăхса кулччăр-и?

- Атьăр, вăййа тухар-и те,

Çÿл тÿпене пăхар-и?

Çитмĕл çичĕ çăлтăр пек те

Савăнайса выляр-и?

3.Юрă «Тÿнкки-тÿнкки»

1.Тÿнкки-тÿнкки параппанĕ /2 х

Çапмасăрах тÿнклетет.

Эпир вăййа тухсассăн та/2 х

Чĕнмесĕрех çын килет

2.Атьăр вăйă пуçлар –и те /2 х

Вăй кĕввине калар-и

Вăйă кĕвви пĕр сумлăх та /2 х

Пирĕн вăйă çĕр сумлăх

3.Тавай ташă пуçлар-и те /2 х

Таш кĕввине калар-и

Ташă кĕвви çĕр сумлăх та /2 х

Пирĕн вăйă пĕр сумлăх.

4. Вăйă «Ят пĕлмелле»

— Атьăр, вăйă вылятпăр!

— Вылятпăр!

— Мĕнле вăйă выляр-ши, ачасем?

— Ят пĕлмелле!

— Ят пĕлме кама кăларатпăр?!

— Унтрие!

— Унтри, тух-ха, сана ачасем кĕтеççĕ!

(Унтри урай варрине тухса ларать. Ачасем ун тавра карталанса юрлаççĕ)

Ларать, ларать, Унтри ларать

Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче /2 х

Çиет, çиет, Унтри çиет

Шĕшкĕн сарă мăйăрне /2 х

Вăхăт çитсен тăрас пулать

Ятне тĕрĕс калас пулать. /2 х

(Ачасем чарăнса тăраççĕ. Ушкăнран пĕри Унтрин куçĕсене аллисемпе хуплать. Унтрин ун ятне пĕлмелле)

— Ку кам-ши?

— Ку Санюк!

— Анюк пĕлеймерĕ! Мĕн тутаратпăр ăна?!

— Сăвă калаттаратпăр!

Ваççа кайнă вăрмана

Хура çырла пуçтарма.

Упа тухнă мĕкĕрсе,

Ваççа ÿкнĕ хăраса

— Халĕ ят пĕлме кама кăларатпăр?!

— Лисука!

— Лисук, тух-ха, сана ачасем кĕтеççĕ!

(Лисук тухса ларать. Ачасем ун тавра карталанса юрă юрласа çаврăнаççĕ. Пĕр ачи ун куçне хуплать)

— Ку кам-ши?!

— Ку Верук!

— Пĕлчĕ! Мĕн тутаратпăр ăна?!

— Тупмалли юмах калаттаратпăр!

Пĕчĕкскер, хитрескер,

çĕр мăкăртса тухнăскер,

пурçăн тутăр çыхнăскер.

Мĕн вăл?

— Кăмпа!

5. Вăйă «Иванпа Анюкла»

— Ачасем, татах выляр-и?!

— Выляр!

— Халĕ мĕнле выляр?

— Иванпа Анюкла!

— Вылятпăр-и?

— Вылятпăр!

— Эпĕ Анюк пулатăп!

— Эпĕ Иван пулатăп!

(Анюк хăй куçне тутăрпа çыхать. Анюкăн Ивана сасă тăрăх шыраса тытмалла).

— Иван, эсĕ ăçта?

— Кунта! Кунта!

— Иван, эсĕ ăçта?

— Кунта! Кунта!

— Тытаймарĕ! Тытаймарĕ!

— Мĕн тутаратпăр?!

— Юрă юрлаттаратпăр!

— Хĕрсем, мана юрлама пулăшăр-ха, тархасшăн?!

6. Юрă «Илемлĕ, илемлĕ»

1.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш тĕрри.

Илемлĕ чăваш тĕрри те

Тĕрлеме пĕлсен кăна. /2 х

2. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш кĕпи.

Илемлĕ чăваш кĕпи те

Çĕлеме пĕлсен кăна. /2 х

3. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш кĕпи.

Илемлĕ чăваш кĕпи те

Тăхăнма пĕлсен кăна. /2 х

4. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш юрри.

Илемлĕ чăваш юрри те

Юрлама пĕлсен кăна. /2 х

5. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш ташши.

Илемлĕ чăваш ташши те

Ташлама пĕлсен кăна. /2 х

6. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш çынни.

Илемлĕ чăваш çынни те,

Пурăнма пĕлсен кăна. /2 х

Йăмра çине тăм ÿкет,

Хĕвел пăхать-ирĕлет.

Выльăр, кулăр, тантăшсем,

Çамрăк ĕмĕр час иртет.

7. Юрă «Çĕмĕрт çеçки çурăлать».

1.Çĕмĕрт çеçки çурăлать те,

Çĕмĕрт çеçки çурăлать,

Вăрман витĕр курăнать /2 х

2.Шурă кĕпе тăхăнсан та,

Шурă кĕпе тăхăнсан,

Вăйă витĕр курăнать /2 х

3.Çутă пушмак, шур чăлха та,

Çутă пушмак, шур чăлха.

Кирĕк тивмест тетĕр-им? /2 х

4.Вылямастăр, кулмастăр та,

Вылямастăр, кулмастăр.

Вăйă иртмест тетĕр-им? /2 х

5.Чăрăш кĕлет, сар кĕлет те,

Чăрăш кĕлет, сар кĕлет.

Тăрри чăнкă килĕшет /2 х

6.Эпир вăййа тухсассăн та,

Эпир вăййа тухсассăн,

Юрлани те килĕшет /2 х

Кас суханне касмăттăм,

Çиес килни пĕтерет.

Каçхи вăййа тухмăттăм,

Тухас килни пĕтерет.

8. Вăйă «Çĕр валеçни»

- Атьăр, çĕрĕ валеçмелле вылятпăр!

- Вылятпăр!

- Эпĕ çĕрĕ валеçетĕп.

Пĕлекенни кам пулать?

- Эп – пĕлекенни пулатăп!

- Чик-чик-чикĕлти,

Эс чипер те, эп чипер.

Санран чипер тата пур.

Сик, тух, чиперри!

- Çĕрĕ камра?

- Çĕрĕ Санюкра!

- Пĕлеймерĕ! Мĕн тутаратпăр?!

- Такмак каласа ташлаттаратпăр!

Такмаксем.

1.Шап-шурă купăста

Эпир çиме пит ăста.

Юрламасан, ташламасан

Пире кунта намăс та.

2.Лач-лач-лачака

Лачакара вĕт шапа.

Пирĕн ялăн ачисем

Чисти усал качака.

3.Хура вăрман çырлине

Чĕреспеле пухмалла.

Сирĕн пире тиркеме

Шухăшласа пăхмалла.

4.Çырмара, лапара

Лапра пулать-и вара?

Эпир кунта ташланăшăн

Намăс пулать-и вара?

5.Велосипед, велосипед

Такăр çула юратать.

Велосипед çинчи ачи

Сарă хĕре юратать.

6.Чÿречене уçăр –ха

Уçă сывлăш кĕтĕр-ха.

Аллăрсене çупăр-ха

Хаваслăрах пултăр-ха!

-Халĕ çĕрĕ эпĕ валеçетĕп!

Пĕлекенни кам пулать?

- Эпĕ пĕлекенни пулатăп!

- Чик-чик-чикĕлти,

Эс чипер те, эп чипер.

Санран чипер тата пур.

Сик, тух, чиперри

- Çĕрĕ камра?

- Çĕрĕ Верукра!

- Пĕлчĕ! Мĕн тутаратпăр?

- Сăвă калаттаратпăр!

Сурăх çÿрет кĕтÿре

Самăрланса кунсерен.

Сумлă алса-чăлхасем

Сурăх парать çулсерен!

- Эх, лайăх-çке вăйăра

Юрă юрлама.

Тĕрлĕ чечексем çине

Пăхса савăнма!

9. Юрă «Сар ача»

1.- Сар ача, Сар ача,

Тух-ха урама!

— Мĕн тума? Мĕн тума? /2 х

— Сăвă калама!

2.- Сар ача, Сар ача,

Тух-ха урама!

— Мĕн тума? Мĕн тума? /2 х

-Юрă юрлама!

3.- Сар ача, Сар ача,

Тух-ха урама!

— Мĕн тума? Мĕн тума? /2 х

— Ташă ташлама!

4.- Сар ача, Сар ача,

Тух-ха урама!

— Мĕн тума? Мĕн тума? /2 х

— Вăйă выляма!

5. — Сар ача, Сар ача,

Тух-ха урама!

— Мĕн тума? Мĕн тума? /2 х

— Хыттăн чуптума!

- Тантăшсем, атьăр икĕ ушкăна уйрăлар!

- Уйрăлар!

- Мĕнле вăйă выляр-ши, ачасем?!

- «Çерем ватса вир акрăм» вăйă вылятпăр!

10. Вăйă «Çерем ватса вир акрăм»

— Çерем ватса, çерем ватса вир акрăм. /2 х

-Эпир ăна таптатпăр /2 х

-Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе таптатăр? /2 х

-Кĕтÿ кĕртсе таптатпăр. /2 х

— Эпир ăна, эпир ăна тытатпăр /2 х

— Эсир мĕнпе тытатăр? /2 х

— Чĕн йĕвенпе, чĕн йĕвенпе тытатпăр /2 х

— Эпир ăна илетпĕр! /2 х

— Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе илетĕр? /2 х

— Пин сум парса илетпĕр /2 х

— Пире пин сум , пире пин сум кирлĕ мар. /2 х

— Сире тата мĕн кирлĕ? /2 х

— Пире тата, пире тата хĕр кирлĕ/2 х

— Пирĕн çунат катăлчĕ /2 х

— Пирĕн çунат, пирĕн çунат хушăнчĕ/ 2х

- Верука ташлаттаратпăр-и?

- Ташлаттаратпăр!

- Эпĕ пĕччен ташламастăп.

Эпĕ хĕрсемпе ташлатăп!

Чăваш ташши «Линкка-линкка»

1.Линкка-линкка авкаланма

Юман хăма кирлĕ / 2 х

Халь те юман, халь те юман

Тата юман кирлĕ /2 х

2.Йăкăш-йăкăш шуçкалама

Яка хăма кирлĕ. /2 х

Халь те яка, халь те яка

Тата яка кирлĕ. /2 х

3.Ик аллăма сулкалама

Кĕмĕл çĕрĕ кирлĕ. /2 х

Халь те кĕмĕл, халь те кĕмĕл

Тата кĕмĕл кирлĕ. /2 х

4.Чуп-чуп чуптума

Чипер ача кирлĕ. /2 х

Халь те чипер, халь те чипер

Тата чипер кирлĕ. /2 х

5.Линкка-линкка авкаланма

Юман хăма кирлĕ / 2 х

Халь те юман, халь те юман

Тата юман кирлĕ /2 х

-Тул çутăлса килет.

Автансем те авăта пуçларĕç.

-Çитет пулĕ выляса,

Çитет пулĕ юрласа.

Хĕвел тухрĕ хĕрелсе

Çĕнĕ куна ырласа.

(«Хурăн çулçи» юрă юрласа тухса каяççĕ»)

3.Хурăн çулçи /3 х

Тăкăнсан,

Каять вăрман /3 х

Илемĕ.

4.Хĕрсем вăйран /3 х

Кĕрсессĕн

Каять урам /3 х

Илемĕ.

Файлы: әкиятләр.doc
Размер файла: 54272 байт.

Рубрики: Родной язык Метки:
( план – конспект урока 1 класс 5 класс. 6 класс 7 класс 8 класс 9 класс 10 класс Английский язык Литературное чтение Математика Музыка ОБЖ Окружающий мир Оренбургская область Физика ЦОР алгебра биология викторина внеклассное мероприятие география геометрия здоровье игра информатика история классный час конкурс конспект урока краеведение кроссворд литература начальная школа обществознание презентация программа проект рабочая программа русский язык тест технология урок химия экология