Автор конспекта:
Автор(ы): — Тихонова Людмила Анатольевна

Место работы, должность: — Красноармейски районĕн Пикшик вăтам шкулĕ, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

Регион: — Республика Чувашия

Характеристики урока (занятия) Уровень образования: — среднее (полное) общее образование

Целевая аудитория: — Учитель (преподаватель)

Класс(ы): — 9 класс

Предмет(ы): — Родной язык

Цель урока: — Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕ çине таянса ытти тĕрĕк чĕлхисене вĕренме май пуррине турккă чĕлхи çинче ăнлантарса парасси.

Используемые ЦОР: —

Презентация.

Краткое описание: — Ачасене урокра чăваш чĕлхи урокĕсенче илнĕ пĕлÿпе усă курса турккă чĕлхи вĕренме пулнине ĕнентерни. Малалла хăйсем тĕллĕн вĕренме пултарнине кăтартни.

Урок тĕллевĕ. Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕ çине таянса ытти тĕрĕк чĕлхисене вĕренме май пурине турккă чĕлхи çинче ăнлантарса парасси.
Ачасен умĕнчи тĕллевĕ .Çак пилĕк предложение вулама вĕренесси, чăвашла куçарса ăнланасси.
Merhaba.
Benim adım Ludmila.
Sizin adınız ne?
Ben öğretmenim.
Ne haber?

Эпиграфĕ. Пĕлнине кутамккапа çĕклесе çÿрес çук.

I. Класа йĕркелени. Сывлăх пултăр пурне те.
Тăван чĕлхе урокĕсенче пухнă пĕлĕве пурнăçра малашне ăçта усă курма пулать-ши? Шăпах çак ыйту çине хурав тупма тăрăшăпăр эпир паян сирĕнпе.
Пирĕн умри тĕллев çак пилĕк предложение вулама вĕренесси, чăвашла куçарса ăнланасси.
Ахальтен мар ваттисем: «Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс,»- тенĕ.
Хăтланса пăхăпăр-и? Кăмăлăрсем пур-и?
Апла пулсан тытăнтăмăр.

II. Çĕнĕ тема ăнлантарни.

1 ыйту. Мĕнле шутлатăр: мĕнле чĕлхепе çырнă текста? Мĕншĕн? Ушкăнпа пĕрле шухăшлатпăр. (Турккăлла, мĕншĕн тесен чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕрет, çавăнпа та вĕсен пĕрпеклĕхсем чылай.)
2 ыйту. Ют чĕлхене мĕнрен вĕренме тытăнмалла-ши? (Паллах:,алфавитран) СЛАЙД 2
3 ыйту. Чăваш алфавитĕнче миçе сас палли? (1 ушкăна) Миçе уçă сас палли (2 ушкăна). Миçе хупă сас палли (3 ушкăна).
Турккă чĕлхинче вара… Атьăр-ха схемăна вуласа пĕлетпĕр? СЛАЙД 3 Хăш ушкăн хатĕр?
Асăрхăр-ха, уçă сас паллине турккăсем sesli теççĕ, хупă сас паллине –sessiz? Хăй сас паллине мĕн теççĕ-ши вара?
Маттурсем, пĕрремĕш çитĕнĕве турăр та. Çав ятпа эпĕ сире саламлатăп.

Малалла. Ку схемăна хăш ушкăнри ача вуласа парса пирĕн кăмăла тултарать-ши ? СЛАЙД 4 Халĕ пурте пĕрле вулăпăр.
Уçă сас паллисене турккăлла вулама вĕреннĕ ятпа чунтан саламлатăп сире.

Эсир çав таранччен маттурсем, тен, хупă сасăсемпе те хăвăрах паллашма кăмăл тăватăр. Вăчăраллă вуласа пăхар-ха. СЛАЙД 5

Çапла вара, сас паллисемпе туслашнă хыççăн айтăр-ха хамăр текста вуласа пăхар. СЛАЙД 6.Мĕнле янăрать-ши вăл. (5 хутчен вуланă хыççăн) Анекдота 5 хутчен каласа парсан астуса юлма пулать теççĕ? Кам та пулсан 5 предложение ас туса юлма пултарчĕ-и? Пур-и сирĕн хушăра çавăн пек юлташсем.
Паллах, йывăртарах. Мĕншĕн тесен эпир хальлĕхе сăмах мĕн çинчен пынине пĕлместпĕр.
Чи лайăххи – эсир ăна вулама пултарни. Малалла ĕçлеме кăмăлăр пĕтмерĕ-и-ха ?

Апла пулсан, доска умне (пач ĕçлемен ачана кăларма тăрăшмалла) тухма ытатăп. Пĕчĕк çеç сăмах диктанчĕ юпапа çырăпăр. Çав вăхăтра . . . çил, . . . çăл сăмаха падеж тăрăх вĕçлеççĕ.
Хĕвел, кил, пин, çиçет, кÿренмест.

Ыйту: Чăваш чĕлхин мĕнле саккунне пăхăнса эсир ĕçе тĕрĕс пурнăçларăр?

Физкультминутка СЛАЙД 7

Турккă чĕлхинчи вара — тăватă тĕп саккун СЛАЙД 8: 9

1) çемçе тата хытă:
a – e а — э
ı – i ы — и
u – ü у — ÿ
o – ö ă — ĕ

araba , masa, kapı, ışık, öğrenci, ödev, işçi

2) тутапа тата тутасăр: u, ü, o, ö
a, e, ı, i

yaptım, oldum, gezdim, üzüldüm

3) янăравлă тата янăравсăр: СЛАЙД 10

FISTIKÇI ŞAHAP –
Шанап фисташек сутакан

Тĕслĕхрен: geldim, gittim, evde, sokakta

4) икĕ уçă сасă юнашар тăма пултараймасть. СЛАЙД 11

Интерфонемăсем: n, s, ş, y
Ас туса юлмалли сăмахĕ — yaşasın

Чăваш чĕлхинчи интерфонемăсем???

СЛАЙД 12
Isparta, doğum, göz,
ıslak, türkçe, ışık,
dün, cumartesi
içki, dağ, Çorum,
gönül, eşek, hasta,
zaman, şarap, Çanakkale,
çay, perşembe, rusça

Ушкăн ертÿçисене ыйту: Хăш сăмахра
сингармонизм саккунĕ пăсăлнă?

IV. Урока пĕтĕмлетни. Çапла вара, чăваш чĕлхипе пухнă пĕлĕве усă курса эпир паян сирĕнпе турккăлла çырнă предложенисене вуласа ăнланма пултартăмăр.

Teşekkürler тесе çырнă хут листисем паратăп. Чăваш хресченĕ Улпут патĕнче тав сăмахĕ илтес тесе икĕ çул ĕçленĕ тет.

Файлы: Презентация к уроку
Размер файла: 593408 байт.

( план – конспект урока 1 класс 5 класс. 6 класс 7 класс 8 класс 9 класс 10 класс Английский язык Литературное чтение Математика Музыка ОБЖ Окружающий мир Оренбургская область Физика ЦОР алгебра биология викторина внеклассное мероприятие география геометрия здоровье игра информатика история классный час конкурс конспект урока краеведение кроссворд литература начальная школа обществознание презентация программа проект рабочая программа русский язык тест технология урок химия экология