Автор конспекта:
Автор(ы): — Григорьева Галина Андреевна

Место работы, должность: — МБОУ «КумашскаяООШ» Вурнарского района ЧР

Регион: — Республика Чувашия

Характеристики урока (занятия) Уровень образования: — основное общее образование

Целевая аудитория: — Учитель (преподаватель)

Класс(ы): — 7 класс

Предмет(ы): — Родной язык

Цель урока: —

Вĕрентÿ тĕллевĕ: татăксем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси, татăксене тĕрĕс çырма

вĕрентесси, вĕсене омоним сăмахсенчен уйăрма вĕрентесси.

Тип урока: — Урок обобщения и систематизации знаний

Учащихся в классе (аудитории): — 7

Используемые учебники и учебные пособия: —

В.Димитриев "Чăваш чĕлхи"

Используемые ЦОР: —

презентация

Краткое описание: — Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ Вĕрентÿ тĕллевĕ: татăксем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси, татăксене тĕрĕс çырма вĕрентесси, вĕсене омоним сăмахсенчен уйăрма вĕрентесси.

Урок теми: «Татăксем»

Урок эпиграфĕ: «Мул – эрнелĕх, ăс –яланлăх»

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ

Вĕрентÿ тĕллевĕ: татăксем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси, татăксене тĕрĕс çырма

вĕрентесси, вĕсене омоним сăмахсенчен уйăрма вĕрентесси.

Урока кирлĕ хатĕрсем: татăк утравĕн картти, карточкăсем, проектор, компьютер.

Урок йĕрки.

I. Класа урок темипе паллаштарни, урок тĕллевне ачасемпе пĕрле тупни, вăйă йĕркине ăнлантарни

2 слайд: Вăйă

Паян эпир сирĕнпе татăксен утравĕ çине мул шырама кайăпăр. Унта мĕнпе çитме пулать? (караппа)

Карапа ертсе пыма капитан кирлĕ (Алеша). Пирĕн çул çăмăлах пулмĕ. Унта çитес тесен тĕрлĕ

чăрмавсем витĕр тухма тивĕ. Хатĕр-и эсир, ачасем?

3 слайд: Чи малтан капитана ыйту: Мĕнле сăмахсене татăк теççĕ?

4 слайд: Капитан хатĕр, апла пулсан мĕн тумалла-ха? Якоре вĕçертмелле

Тĕрлĕ паллăна кура татăксем тĕрлĕрен ушкăнланма пултараççĕ

1. Сăмаха çĕнĕ сĕм паракан татăксем: -тăр(тĕр), -çке, -ши, -и, -им, -мĕн, -ха, -ах(-ех), та (те)

2. Форма тăваканнисем: ан, мар, çук, чи, чăн

5 слайд: Хăш вырăнта тăнине кура:

1. сăмах умĕнче тăраканнисем: ан, чи, кирек

2. сăмах хыçĕнче тăраканнисем: çук, мар, -ха, -çке, -ши, -и, -мĕн, -тăр(-тĕр), та(те),

3. тĕрлĕ вырăнта тăма пултараканнисем: ак(ă), ав(ă), ара, веç, вĕт, шăп.

6 слайд: Пĕлтерĕшне кура

1.

Тĕрĕслетÿ

шăп, шăп та шай, лăп, лăп та шăп

2.

Уйăру

çеç, çех, анчах, пулин, кăна, пулсан, хуть

3.

Иккĕленÿ

тен, -тăр(-тĕр), та(те), пулин

4.

Ыйту

-и, -ши, -им, -шим, а(е), нивушлĕ

5.

Кăтарту

ав(ă), ак(ă), вăн, веç, вăт

6.

Хирĕçлев

ан, мар, çук, ни

7.

Çирĕплетÿ

ия, -иç, иккен, мĕн, ара

8.

Вăйлату

-ах(-ех), та (те), чи, чăн, тăк (тĕк),ахаль те

9.

Çемçетÿ

-ха, -çке

Якоре вĕçертме юрать, ушкăн хатĕр малалла ишмешкĕн.

7 слайд: Пиратсем! Асăрханăр!

Пиратсене çĕнтерес тесен пирĕн 2 ĕç тумалла:

8 слайд: -Татăксене мĕнле çырмалла?

III.

9 слайд: Татăксене йĕр туртса паллă тăвăр, мĕнле çырмаллине ăнлантарăр (слайд çинче 1 ача паллă тăвать,

ыттисем карточка çинче)

Мĕн пек-ши вăл тинĕс? Тинĕс! Тинех сан çине кăмăл туллин пăхса савăнма пултарăпăр. Ăçта-ши

санăн вĕçĕ-хĕррÿ? Курăнмастăн нихăш енчен те. Ниçта та курăнмастăн. Мĕнле-ха апла, ĕнер анчах

типĕ çĕртен уйрăлнăччĕ. Тĕнчере типĕ çĕр пĕтĕмпех çухалнă пек туйăнса кайрĕ, йĕри-тавра, пĕлĕтпе

çыпăçса тăнă вырăна çитиех, сип-симĕс шыв, тĕлĕнмелле

Утрав патнелле çывхаратпăр.

10 слайд: утрав умĕнче осьминог ! Сыхланăр!

11 слайд: осьминогсенчен сыхланма пире çак ĕçсене туни пулăшĕ:

Омоним сăмахсене тупăр, мĕнле пуплев пайĕ пулнине калăр:

1) Ĕçченсем утă çулаççĕ юрă янăрать анчах.

Хĕрача мана асăрхарĕ анчах юрлама чарăнмарĕ.

Шупашкара автобус анчах иртсе кайрĕ.

12 слайд: Физкультминутка

13 слайд 2)_Та(-те) союз е татăк пулнине уйăрасси:

Унта та пулин икĕ кунĕ çул çинче иртрĕ. Кăвак, хĕрлĕ,симĕс те сарă лампочкăсем ешĕл чăрăш

хушшинчен çĕрле ытарма çук илемлĕн курăнаççĕ. Вĕри вутра чул та çурăлать. Йытă та кил тĕлне пĕлет.

Каçĕ те, июнь каçĕ, шăпчăк ыйхи тумалăх çеç. Çумăр çурĕ те, çĕр йĕпенчĕ.

14 слайд: Эпир утрав хĕрринче

15 слайд: Сирĕн умра кĕпер , çак кĕпер урлă каçсан кăна эпир мул патне çитме пултаратпăр. Анчах та кĕпер

урлă каçнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Шывра- крокодилсем

16 слайд Суйлав диктанчĕ: 1. Ара, пÿрт-çурт илемĕ тупра-япалара мар-çке, унта пурăнакансен чун-чĕре хĕлхемĕнче, кăмăл тараватлăхĕнче. 2. Çуркунне çитесси инçе-ха. 3.Савăт-сапана, чашăк-тирĕке йăлтăртатичченех çуса тасатнă. 4.Иван Иванович хăйĕн ачалăхне аса илсе кулнă-мĕн. 5.Пĕвери шыв лăп мăй таран. 6.Вăрмана паян каймалла мар, хире те каяс çук

17 слайд: Юратнă кукка! Пирĕн пата хăнана килĕр! Килнĕ чух купăста илсе килĕр.

Салампа Инесса.

Сценка хыççăн пĕтĕмлетсе: Чăнах та, ахаль каламан пуль ваттисем : « Мул – эрнелĕх, ăс – ĕмĕрлĕх»

18 слайд: Утрав çинчи мула, паллах, хураллаççĕ. Хуралçăсен ыйтăвĕ çине ответлемелле

1 9 слайд Татăксене скобкăран кăларса текста тĕрĕс çырса илĕр:

Пÿрте Петĕр амашĕ кĕрсе тăчĕ.

-Хаклă хăнасем килнĕ (иç), — терĕ вăл кулкаласа. – Сире паçăртанп (ах) кĕтеттĕмĕр (ха). Хулана (ни) мĕнпе (те) çитме ĕлкĕреймерĕмĕр: вăрмана кайсаччĕ (те), час таврăнмалла пулмарĕ (тата). Санькка (та) килнĕ (çке) . Лайăх (и)? –алăк патĕнче хывăнаканскер, хура çăм тутăрне салтма манс (ах) пырса алă тытрĕ вăл

IV. Пĕтĕмлетÿ:

Мĕн çинчен аса илтĕмĕр паян эпир?

Мĕн тума кирлĕ татăксем пурнăçра? Мĕн тума пулăшаççĕ вĕсем?

20 слайд: 257-мĕш хăнăхтару çырмасăр,132 страницăри 2-мĕш ыйту – çырса.

Файлы: МОУ Синьяльская.ppt
Размер файла: 8379392 байт.

Рубрики: Родной язык Метки:
( план – конспект урока 1 класс 5 класс. 6 класс 7 класс 8 класс 9 класс 10 класс Английский язык Литературное чтение Математика Музыка ОБЖ Окружающий мир Оренбургская область Физика ЦОР алгебра биология викторина внеклассное мероприятие география геометрия здоровье игра информатика история классный час конкурс конспект урока краеведение кроссворд литература начальная школа обществознание презентация программа проект рабочая программа русский язык тест технология урок химия экология