Автор конспекта:
Автор(ы): — Вера Васильева, Шупашкар районĕнчи „Янăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул” МБВУра чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен

Место работы, должность: — Шупашкар районĕнчи „Янăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул” МБВУра чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен

Регион: — Республика Чувашия

Характеристики урока (занятия) Уровень образования: — все уровни образования

Целевая аудитория: — Все целевые аудитории

Класс(ы): — 7 класс
Класс(ы): — 8 класс
Класс(ы): — 9 класс

Предмет(ы): — Литература
Предмет(ы): — Литературное чтение
Предмет(ы): — Мировая художественная культура

Цель урока: —

Шкул ачисем валли çырнă пьеса- легенда.

Пьесăри ĕçсем18 ĕмĕр вĕçĕнче пулса иртеççĕ.

Используемые учебники и учебные пособия: —

Книга Г.Л.Васильев, В.Э.Васильева „События и судьбы Янышского края”

Краткое описание: — Хĕр утравĕ! Епле илемлĕ ят! Мĕншĕн ăна çапла каланă? Ватă хĕрарăм . Çапла хĕр утравĕ. Вырăсла Маслов остров. Ку утрава мана Майра патша хăй парнелерĕ. Хĕр ача. Асанне, эсĕ мана хăв пĕлнине пĕтĕмпех каласа пар-ха. Хĕр утравĕ çинчен, Майра патша çинчен. Ватă хĕрарăм. Юрать, юрать, мăнукăм. Каласа парам. Итле эппин.(Кĕвĕ. Асламăшĕ каска çине ларать). Хамăн пурнăçăма ÿпкелеместĕп эпĕ. Анчах çăмăлах пулмарĕ вăл ман. Вун пилĕк çула çитсен атте мана Астахви пуп патне тарçа ячĕ. Нумай ĕçлеме тиветчĕ манăн. Ĕнине те сунă… Çемьере пурте хĕрсем пулнă пирки пĕр пай çĕр кăна пулнă пирĕн. Çулла ял ачисемпе сахал мар çав утрав çинче ăнесем кĕтсе çÿренĕ. Пĕррехинче тĕлĕкре те тĕлленмен ĕç пулса иртрĕ….

Хĕр утравĕ

(Шкул ачисем валли çырнă пьеса- легенда)

Пьесăри ĕçсем18 ĕмĕр вĕçĕнче пулса иртеççĕ

Пролог

Атăл хĕрри.

Хĕр ача. Атăл хĕррине çитрĕмĕр, асанне!

Ватă хĕрарăм. Атăл хĕрри! Кунта манăн ачалăхăм иртнĕ. Манăçми ачалăхăм!

Хĕр ача. Ав сылтăм енче çÿллĕ сăрт пур. Çавăн тăррине улăхам-и эп, асанне?

Ватă хĕрарăм.Апла тĕрĕсех килсе çитрĕмĕр эпир санпа. Чура паттăр сăрчĕ теççĕ ăна.

Чура паттăр! Тĕлĕнмелле! Кам пулнă вăл?

Ватă хĕрарăм. Тахçан авал çак вырăнта Чура паттăр пурăннă тет. Пĕччен мар. Юлташĕсем нумай пулнă унăн. Вĕсем иртен-çÿренсене çаратса çÿренĕпулать.

(Асламăшĕ çумнерех тĕршĕнсе) Асанне, хăратăп эп!Тен, вăл кунта килсе тухĕ те пире те хур кăтартĕ.

Ватă хĕрарăм. (Мăнукне çумарах пăчăртаса) Ан хăра, хĕрĕм! Чура паттăр вăл пирĕн пек çынсене тĕкĕнмен.Вырăс вăйпучĕсемпе çапăçнă вăл. Вĕсен кимми-карапĕсене çаратнă.

Хĕр ача. Никам та çĕнтереймен-и вара ăна?Мĕн тери паттăр пулнă вăл!

Ватă хĕрарăм. Паттăрри, чăнах та, паттăр пулнă та, анчах пĕччен пулман вăл. Юлташĕсем нумай пулнă унăн. Пире вырăссем куланайпа хупăрлаççĕ. Парăмĕсем вара çултан-çулах ÿссе пыраççĕ.Çав тĕрĕсмарлăхпа кĕрешнĕ те ĕнтĕ Чурапаттăрпа унăн юлташĕсем. Мана та пулăшнă вăл.

Хĕр ача. Мана та пулăшнă тетĕн?

Ватă хĕрарăм. Ав Атăл хĕрринчи утрава куратăн-и?Хĕр утравĕ теççĕ ăна.

Хĕр ача. Хĕр утравĕ! Епле илемлĕ ят! Мĕншĕн ăна çапла каланă?

Ватă хĕрарăм .Çапла хĕр утравĕ. Вырăсла Маслов остров. Ку утрава мана Майра патша хăй парнелерĕ.

Хĕр ача. Асанне, эсĕ мана хăв пĕлнине пĕтĕмпех каласа пар-ха. Хĕр утравĕ çинчен, Майра патша çинчен.

Ватă хĕрарăм .Юрать, юрать, мăнукăм. Каласа парам. Итле эппин.(Кĕвĕ. Асламăшĕ каска çине ларать). Хамăн пурнăçăма ÿпкелеместĕп эпĕ. Анчах çăмăлах пулмарĕ вăл ман. Вун пилĕк çула çитсен атте мана Астахви пуп патне тарçа ячĕ. Нумай ĕçлеме тиветчĕ манăн. Ĕнине те сунă… Çемьере пурте хĕрсем пулнă пирки пĕр пай çĕр кăна пулнă пирĕн. Çулла ял ачисемпе сахал мар çав утрав çинче ăнесем кĕтсе çÿренĕ. Пĕррехинче тĕлĕкре те тĕлленмен ĕç пулса иртрĕ….

Пĕрремĕш пайĕ

Атăл варринчи утрав. Ачасем кĕтÿ кĕтеççĕ.

1 ача.У-у-ф! Паян çав тери шăрăх! Ĕнесем те ав шыва кĕрсе тăчĕç те каялла тухасшăн та мар.

2 ача. Вăхăт каçала енне сулăнсан хăйсемех курăк çиме тытăнĕç.

3 ача. Кăнтăрла ĕнесем ниçта та каяс çук. Айтăр вăйă выляр!

(Ачасем вăйă вылянă вăхăтра бурлаксен юрри илтĕнме пуçлать. Юрă вăйланнăçемĕн вăйланса пырать).

1 ача. Ачасем, ачасем, пăхăр-ха, туран темле кимĕ анать.

4 ача. Кимме туртакан çынсем епле хурлăхлă юрă юрлаççĕ!

5 ача.Кимми çинче салтаксем те пур пулмалла.

1 ача. Кимĕ пирĕн утрав еннеллех ишет. Эп хăратăп!Атьăр кунтан тарар!

2 ача. Эпир кунтан кайсан ĕнесене кам пăхĕ?Саланса кайĕç те шыраса тупса та пĕтереймĕпĕр.

3 ача.Мĕн хăрамалли! Пире, ачасене мĕн тăвĕç вĕсем?

5 ача. Эй, хăраманни тупăннă тата. Чĕрÿ ура тупанĕ тĕлне анса кайрĕ пуль-ха. Атьăр йывăç хыçне пытанса тăрар! (Ачасем йывăç хыçне пытанаççĕ)

18 ĕмĕртимарш кĕвви янăрать. Майра патша кĕрет. Унпа пĕрле стражăсем.

1 стража. Хисеплĕ Майра патша! Эпир чăвашсем пурăнакан вырăна килсе çитрĕмĕр!

2 Кĕтерин патша. Чăвашсем! Мĕнле халăх вăл?

2 стража. Çапла, чăвашсем. Вĕсен хăйсен чĕлхи, хăйне май тумтирĕ, йăли-йĕрки.

2 Кетеринпатша. Мне показалось, что здесь играли дети. Где они? Я хочу поговорить с ними.

1 стража. Халех тупатпăр! Эй, кам пур унта? Сирĕнпе Майра патша калаçасшăн. Салтаксем! Тупса килĕр ачасене! (Салтаксемтухса каяççĕ. Ачасем сцена çине хăра-хăра тухаççĕ. Хăшĕ-пĕри йĕрет).

2 Кĕтерин патша. Здавствуйте, дети!

2 стража. Майра патша сире сывлăх сунать. Ачасем шыв сыпнă пек пĕри те чĕнмеççĕ)

2 Кĕтерин патша. Какие у вас красивые головные уборы, платья. Девочка, подойди ко мне.

Стража. Атя, пыр. Ан хăра.

2 Кĕтерин патша. Как тебя зовут?

Тивхепи. Тивхепи. Вырăсла – Дарья.

2 Кĕтерин патша. Ты по-русски понимаешь! Где научилась?

1 стража. Майра патша эсĕ вырăсла ăнланнинчен тĕлĕнет.

Тивхепи. Эпĕ пуп патĕнче тарçăра ĕçлетĕп. Вăл вырăс.

2 Кĕтерин патша. Дарья, принеси мне на обед меду, яиц и масло.

1 стража. Майра патша çу, çăмарта тата пыл илсе килме хушать.

Тивхепи. Эп халех. Пĕр ури лере, тепри кунта пулĕ (чупса тухса каять).

2 Кĕтерин патша. Какой красивый остров! Князь Безбородко, повелеваю начертить план этого острова!

Безбородко. Слушаюсь!

Кĕвĕ. Майра патша утрава пăхса çаврăнать. Тивхепи чупса кĕрет. Аллинче – карçынкка.

Тивхепи. Ак кунта пыл, çăмарта тата çу!

2 Кĕтерин патша. Спасибот ебе, девочка! (Услам çăва ас тивсе пăхать). Чудесно! Я такого вкусного масла не ведала и не пробовала. Масло тает во рту лучше заморских.

Тивхепи. Эпĕ ăна, услам çăва паян ирхине çеç уçларĕм. Матăшкă хушрĕ те. Халĕ аран-аран ыйтса илтĕм… Татах ас тивсе пăхăр…

2 Кĕтерне патша. Я очень довольна. Князь Безбородко, повелеваю читать указ!

Безбородко. Указ Ея Императорского Величества Самодержицы Всероссийской.„ Отныне этот остров именовать Маслов островом. За оказанные услуги девочка Тивхепи, новокрещенная Дарья, даруется землей!”

Майра патша. Грамоту передать девочке.

Марш кĕвви янăрать. Майра патша тата унăн çыннисем тухса каяççĕ.

Тивхепи. (Грамотăна хăй çумне пăчăртаса тытса) Тавах сана, Майра патша, тавах!

Иккĕмĕш пайĕ

Декораци улшăнать. Тивхепи ашшĕ Тойсар утрав çине çулма килнĕ. Тивхепи амăшĕ те кунтах. Тойсар туптанă çавана вырнаçтарса пĕтерет, утă çулма хатĕрленет .

Тойсар.Утă ăнса пулчĕ кăçал утрав çинче! Эй, хăватсем! Вырăс турри хăват! Çĕр хăват! Утта ăнса пултарнăшăн тав туса пуç çапатăп! Утта хăвăрт çулса , лайăх типĕтсе кĕме вăй-хал парăр пире! ( Утă çулма тытăнать, ун хыççăн Тивхепи утта кĕреплепе салатса пырать.)

Тивхепи амăшĕ. Тивхепи, ытла та хăвăрт ĕçлетĕн эсĕ…

Тойсар. Ĕçлемесĕр, Майра патша панă çĕр çинче ĕçлетпĕр те. Хам та çав тери савăнатăп.

Амăшĕ. Чăнах та, ним кĕтмен çĕртен çакăн пек телей! Тавах сана, пÿлĕхçĕ!

Тойсар. Утта лайăх типĕтсе кĕрсен тем пекехчĕ те. Тен пăру туянма та хăват çитерĕпĕр.

(Çĕр виçекенпе пуп килсе кĕреççĕ)

Пуп. Çак юрлă Тойсар ман çĕр çинчен утă çулса илет.

Тойсар. Мĕнле сан çĕр? Ăна ман хĕр ачана Майра патша хăй парнеленĕ. Эпĕ хамăн çĕр çинче ĕçлетĕп!

Мишавай. Ăçта санăн грамота? Кăтарт-ха мана!

Тойсар. Вăл хут ман килте упранать. Кунта илсе килмен.

Пуп. Грамота манăн пулмалла. Майра патшана санăн хĕр ачу камăн çăвне тата пылне çитернĕ? Кала-ха эсĕ мана! Матăшкăна каламасăрах илсе тухса кайнă!

Тойсар. Çылăха пĕлесчĕ санăн! Мĕн чухлĕ çĕр – татах хапсăнатăн!

Пуп. Сан хĕр ачу ун чухне ман патăмра пурăннă, çавăнпа та утрава чиркÿ прихутне парсан аванччĕ.

Мишавай (куларах). Çитмест-им чиркÿн çĕр?

Пуп. Чăвашра çĕр хĕсĕк.

Мишавай. Так, так… Апла пулсан халех çĕре виçме тытăнăпăр.

Тойсар. Майра патшаран хăрасчĕ сирĕн!

Пуп. Патша кунтан инçе. Тата кунта килес те çук вăл. Кунти ĕçсене тытса пыма пире шанса панă. Мĕнлетăвас тетпĕр, çапла тăватпăр! (Тойсара тĕксе ярать)

Тойсар. Памастăп, никама та памастăпку çĕре! Ăна Майра патша ман хĕр ачана панă! Памастăп!

Мишавай.Паратпăр! Сана та çĕр виçсе паратпăр! (Хутаçĕнчен вăкăр тирĕ кăларать, ăна тойсара парать) Ак çак тирпе мĕн чухлĕ çĕр лаптăкĕ хупланать – çавă санăн пулать. Хе-хе-хе!

Тойсар. Турăран хăрасчĕ сирĕн!

Пуп. Вырăс туррине ĕненес пулать.! Ун чухне, тен, ытларах çĕр пулĕ! Эй, мĕн калаçса тăратпăр эпир унпа!Кунти утта пĕтĕмпех турттарса каяр!

Мишавай. Апла сана утрав çинчи çĕр нимĕн чухлĕ те кирлĕ мар!

Тивхепи. Атте, кÿр-ха вăкăр тирне. (Çава илсе вăкăр тирне çинçе хăю туса ваклама тытăнать, унтан пĕр-пĕрин çумне сыпать) Атте, тыт пĕр вĕçĕнчен (Тепĕр вĕçне тытса утрава пĕтĕмпех çавăрса илет). Эсир пире вăкăр тирĕпе хупламалăх çĕр виçсе паратпăр терĕр. Тархасшăн! Эпир килĕшетпĕр!

Мишавай. Мда-а-а! Ăслă хĕр эсĕ! Ним тума та çук. Утрав çĕрне сирĕнтех хăварма тивет.

Пуп. Çĕрпе çавах усă курма памастăп. Ялти куштансене кайса евитлетĕп! (Мишавайпа пуп тухса каяççĕ)

Тойсар. Тавах сана, хĕрĕм!

Пролог

Ватă çын. Вăт çапла, мăнукăм. Акă мĕнле пулса иртрĕç ĕçсем! Пурнăç мана тĕлĕнмелле самант парнелерĕ. Паянхи кун та куç умĕнче. Чăнах та илемлĕ ĕнтĕ вырăнĕ! Илемлĕ утравăн халапĕ те илемлĕ! Чура паттăр сăрчĕ те хуралçă пекех ларать.

Хĕрача. Асанне, сăрт çине хăпарам-и?

Ватă. Хăпарах, мăнукăм, хăпарах! Чуптар, ачам! Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар çав. Савăнăçĕ те, нуши-асапĕ те пайтах. Асанне пире çапла калатчĕ:”Кăвак хуппи уçăлса хупăннине куракан телейлĕ,-” тетчĕ. Тен, çав кăвак хуппи уçăлса хупăнни ман куç умне пулчĕпуль.

Хуллен кĕвĕ янăраса каять.

Хĕрача. Асанне-е! Утрав ту çинчен тата асамлăрах курăнать. Хĕр утравĕ!

Файлы: Муниципальное образовательное учреждение средняя образовательная школа.doc
Размер файла: 44544 байт.

( план – конспект урока 1 класс 5 класс. 6 класс 7 класс 8 класс 9 класс 10 класс Английский язык Литературное чтение Математика Музыка ОБЖ Окружающий мир Оренбургская область Физика ЦОР алгебра биология викторина внеклассное мероприятие география геометрия здоровье игра информатика история классный час конкурс конспект урока краеведение кроссворд литература начальная школа обществознание презентация программа проект рабочая программа русский язык тест технология урок химия экология