Автор конспекта:
Автор(ы): — Афанасьева Валентина Владимировна

Место работы, должность: — МБОУ «Игорварская ООШ им. Г.С. Емельяновой» Цивильского района Чувашской Республики. Учитель чувашского языка и литературы.

Регион: — Республика Чувашия

Характеристики урока (занятия) Уровень образования: — основное общее образование

Целевая аудитория: — Учитель (преподаватель)

Класс(ы): — 5 класс
Класс(ы): — 6 класс

Предмет(ы): — Родной язык

Цель урока: —

1. Халăх юмахĕсен ушкăнĕсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси;

2. Юмах жанрĕн уйрăмлăхĕсене курма вĕрентесси;

3. Халăх йăли-йĕркине юратма, хаклама вĕрентесси, юмахсем вулама хавхалантарасси.

Тип урока: — Урок закрепления знаний

Используемое оборудование: —

урокра усă курнă ИКТ: проектор, компьютер. Ачасем туса хатĕрленĕ мини-проектсем, учитель слайдсем çине туса хатĕрленĕ вăйă (ыйтусемпе хуравсем), сканерпа кăларнă юмах тексчĕ, миçе балл пухнине кăтартакан жетонсем, „Пиллĕкмĕшсем – маттур ачасем” тесе çырнă листасем, Интернетран пичетлесе кăларнă „мордашкăсем”.

Краткое описание: — „Юмах юпа тăрринче…” урокра вĕренекенсем халиччен вĕреннĕ халăх юмахĕсене, çавăн пекех юмах тытăмне те аса илеççĕ. Урокра ыйту-хурав, мини-проексене хÿтĕлес мелсемпе усă курнă. „Своя игра” вăйă формипе йĕркеленĕ ыйтусене слайдсене вырнаçтарнă, малтан ыйтăвĕ тухать, унтан ачасем ответлеççĕ, вара тин хуравĕ уçăлать. Халăх юмахĕсене вĕренме 5 класăн ĕç программинче 8 сехет уйăрнă, вĕсенчен пĕри – вĕреннине аса илсе çирĕплетмелли урок. Юмахсем çинчен вĕреннине аса илмелли урока вăйă формипе йĕркелени ачасемшĕн усăллă та, интереслĕ те. Урок хăйсене килĕшнипе килĕшменнине вĕренекенсем „мордашкăсемпе” кăтартаççĕ.

Урок йĕрки:

1. Учитель сăмахĕ: Ачасем, юлашки уроксенче эпир сирĕнпе юмахсем нумай вуларăмăр. Паянхи урокăн тĕллевĕ вара халăх юмахĕсен ушкăнĕсене тата хамăр вуланă юмахсене аса илесси. Мĕн ятлă юмахсем вуланă-ха эпир? (Ачасем ячĕсене калаççĕ тата сăмах мĕн çинчен пынине аса илеççĕ). – Паллах , чăваш халăхĕн юмахсем питĕ нумай. Вĕсем ăруран ăрăва сăмах вĕççĕн куçса пынă. Ахальтен каламан ĕнтĕ чăвашăн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах тесе.

2.Халĕ юмахсен ушкăнĕсене аса илетпĕр. Килте эсир кашни пĕр ушкăнĕ çинчен презентаци тунă, халĕ ыттисене хăвăр ĕçсемпе паллаштаратăр.

— „Тилĕпе ула такка” юмахра тĕп сăнарсем камсем (мĕнсем)? – Чĕр чунсем. – Ун пек юмахсене мĕнле юмахсем тетпĕр?- Чĕр чун юмахĕсем.

Иванова Ксения – „Чĕр чун юмахĕсем” презентаципе усă курса вĕсем çинчен каласа парать.

-„Сарă кун çĕр-шывĕнче” юмахра мĕнле ĕçсем пулса иртеççĕ? – Асамлă ĕçсем. – Юмахра асамлă ĕçсем пулса иртеççĕ пулсан, ун пек юмахсене мĕнле ушкăна кĕртетпĕр? – Асамлă юмахсен ушкăнне. — „Сарă кун çĕр-шывĕнче” юмахра мĕнле асамлă ĕçсем пулса иртеççĕ-ха? – Ылтăн шăтăкра асамлă арча пур, тĕрлĕ апат-çимĕçпе тулли, çĕр айĕнче сарă кун çĕр-шывĕ пур.

Игнатьева Влада – „Асамлă юмахсем” презентаципе паллаштарать.

— Юмахсен виççĕмĕш ушкăнĕ вара – йăла юмахĕсем. Мĕн ятлă йăла юмахĕ вуланă-ха эпир? – „Ăслă хĕр”.

Абрашева Маргарита – „Йăла юмахĕсем” презентаципе паллаштарать.

3.Физкульминутка. „Сарă кун çĕр-шывĕнче” юмахра аслă ывăлĕ тĕл пулнă юмана 6 хăлаçпа хăлаçланă тет. Мĕн-ха вăл хăлаç? Вăл тăршшĕ виçи. (Кăтартмалла). Халь эпир доска патне тухатпăр та çак юман мĕн пысăкăш пулнине хăлаçласа кăтартатпăр (6 ача тухмалла).

4. Малалла эпир сирĕнпеачасем юмах лартса парăпăр.Юмахĕ вĕçленсен сирĕн ку юмах хăш ушкăна кĕнине каламалла. Юмах ячĕ – „Кин шыракан”. Учитель тутăр çыхать, саппун çакать, михĕ илсе партăсем хушшипе каять.

— Камăн çÿп-çап пур, пурте мана парăр! (Çапла чылайччен пуçтарса çÿрет).

Урампа пĕр хĕр иртсе пырать.

— Хĕрĕм, сирĕн çÿп-çап çук-им, ма илсе тухмастăн?

Хĕрĕ: Çук çав, эпир çийĕнчех тăкса пынă.

Кин шыракан: Вăт, çакă ман кин пулать те.

— Ку юмах мĕне вĕрентрĕ? Вăл хăш ушкăна кĕрет? — Ку юмах çынсен кулленхи пурнăçне кăтартать. Кун пек юмахсене эпир йăла юмахĕсем тетпĕр. Вăл тирпейлĕ пулма вĕрентет.

5. Малалла, ачасем, эпир сирĕнпе „Своя игра” вăйă ĕлкипе „Вăйă выляр-и?” ятлă вăйă выльăпăр. Сирĕн хăвăра валли ыйтусем суйламалла пулать, тĕрĕс хуравласан эпĕ сире çавăн чухлĕ балл паратăп. Ăна валли манăн балсем çырнă жетонсем пур. Кашни ача хăйшĕн вылять, ушкăнпа мар. Ыйтусенче тата хуравсенче хĕрлĕпе паллă тунă сас паллисем пур, сирĕн çавсене тетрадь çине çырса хумалла пулать, кайран мĕнле сăмахсем йĕркеленнине пĕлĕпĕр.( Доска çине магнитпа çыпăçтарса пыратпăр.Унта – Пиллĕкмĕшсем – маттур ачасем – предложени вуланать). Халĕ вара ыйтусем суйлама пуçлатпăр.

6. Урок пĕтĕмлетĕвĕ. Оценкăсем лартни.

7. Киле ĕç пани. Килте халăх юмахĕсем вуламалла, „Эпĕ юмах каласа паратăп” урока хатĕрленмелле.

8. Рефлекси.Ман алăра икĕ тĕрлĕ ÿкерчĕк. (Мордашкăсем) Мĕне пĕлтереççĕ-ши вĕсем? Пĕри кăмăл лайăххине, тепри кăмăл пăсăккине. Сирĕн вара вĕсенчен пĕрне суйласа илмелле те доска çине çыпăçтармалла пулать, урок килĕшнине е килĕшменнине палăртма.

Вăйă ыйтăвĕсем:

1. Юмах тытăмĕ

Юмахсенче ĕçсем ытларах чух миçе хутчен пулса иртеççĕ?

Мĕнле сăмахсăр юмах пулмасть?

Юмахсем ытларах чухне мĕнле сăмахсемпе пуçланаççĕ?

Юмах вĕçĕнче час-часх мĕнле сăмах çаврăнăшĕсем куратпăр?

Юмахсенче илемлĕх мелĕсенчен ытларах мĕнлисем тĕл пулаççĕ?

2. „Тилĕпе ула такка” юмах

Çак юмахра тĕп сăнарсем мĕнсем?

«Тилĕпе ула такка» юмахра ула такка тилле хайне валли мĕн тутарасшăн?

Квас сутма пасара кам каять?

Тилĕ йытăсенчен ăçта пытанать?

Ула такка тилле мĕн-мĕн тутарать?

3. „Сарă кун çĕр-шывĕнче” юмах

Аслă ывăлĕ ашшĕ çитнĕ çĕре çитес тесе миçе эрне каять?

Вăталăх ывăлĕ тĕл пулнă юмана хăлаçласа пăхать, вăл миçе хăлаç пулать?

Кĕçĕн ывăлĕ çул çинче тĕл пулса сурса иртсе кайнă старик патне мĕн тума таврăнать

Йăван патша патне мĕн ĕçе вырнаçать?

Аслă кĕрÿшĕсем (генералсем) Йăвана мĕн-мĕн касса параççĕ?

4. „Ăслă хĕр” юмах

Салтаксем çул çинче тĕл пулнă хĕр миçе çулта?

Вун икĕ салтака патша мĕн тума ярать?

Хĕр каланă тăрăх, патшан чул тирне сÿтериччен мĕн тумалла?

Хĕр салтаксене хăйăр парса ярать, патшан çав хăйăртан мĕн тумалла?

Хĕрĕн патша патне мĕнле килмелле?

5. Литература юмахĕсем

Эсир К.Иванов çырнă мĕнле юмахсене пĕлетĕр?

«Тимĕр тылă» юмахра хăнана каякан киннĕ мĕн ятлă?

«Шĕшкĕ» юмах авторĕ кам?

«Шĕшкĕ» юмахра шĕшке тепĕр çул майăр ан ÿстер тесе кам калать?

Литература юмахĕ халăх юмахĕнчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

Файлы: 5 класра ИКТпа усă курса ирттенĕ урок конспекчĕ1.docx
Размер файла: 21571 байт.

( план – конспект урока 1 класс 5 класс. 6 класс 7 класс 8 класс 9 класс 10 класс Английский язык Литературное чтение Математика Музыка ОБЖ Окружающий мир Оренбургская область Физика ЦОР алгебра биология викторина внеклассное мероприятие география геометрия здоровье игра информатика история классный час конкурс конспект урока краеведение кроссворд литература начальная школа обществознание презентация программа проект рабочая программа русский язык тест технология урок химия экология