Автор конспекта:
Автор(ы): — Баранова А.В.

Регион: — Республика Чувашия

Характеристики урока (занятия) Уровень образования: — начальное общее образование

Целевая аудитория: — Учащийся (студент)

Класс(ы): — 3 класс

Предмет(ы): — Другое

Краткое описание: — Уçă урокра ИКТ технлологийĕпе усă курнине сăнласа пани Чăваш чĕлхи урокне эпĕ 3-мĕш класра ирттертĕм. Ку класра ачасем Г.В. Абрамова хатĕрленĕ кĕнекепе вĕренеççĕ. Автор йĕркеленĕ методика кăтартăвĕсенчи сĕнÿсене, ачасен ÿсĕм, пĕлÿ шайне шута илсе «Кайăк тусĕ» темăпа урок йĕркелерĕм. Урокра ачасем активлăрах ĕçлеччĕр, вĕсене пĕлÿ илме интереслĕрех пултăр тесе урок юхăмĕнче компьютерпа усă курса хатĕрленĕ слайдсене кăтартса пытăм. Кирлĕ тапхăрта ачасен мотивацине çĕклеме кайăк сассисене те, юрă та итлеттертĕм. Чи малтанхи тĕллевсенчен пĕри вăл пултарать сăмахпа паллаштарасси пулчĕ. Кунта эпĕ ачасене слайдри тĕслĕхсемпе ĕçлеттертĕм. Малтанах чăвашла предложение вырăсла куçарнă тĕслĕхпе паллаштартăм. Ытти 3 предложенине ачасем хăйсемех куçараççĕ. Юлашкинчен пĕтĕмлетÿ пĕрле тăваççĕ. Пултарать сăмаха вырăсла может тесе куçараççĕ. Паллах, ку хăнăхтарăва ачасене кĕнекепе усă курса пурнăçлаттарма юратьчĕ. Ман шутпа, çĕнĕ сăмахпа слайдсемпе усă курса ăнлантарни те пăсмасть. Кун пек чух ачасем слайд çине тимлĕрех пăхаççĕ, лайăхрах ăнланма тăрăшаççĕ. «Айпи ачасем çинчен мĕн калать-ши?» слайд та ачасен куçĕ умĕнчех. Вĕренекенсем ÿкерчĕкри пилĕк ачана сăнаççĕ, вĕсем мĕн тума пултарни çинчен каласа хăвараççĕ. Пуплевре пултарать, пултаратăп сăмахсемпе тĕрĕс усă курма хăнăхса пыраççĕ. Слайдсенчи кайăк ÿкерчĕкĕсене курса ачасем кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăвараççĕ. «Мĕнле кайăк ячĕсем пытаннă-ши?» ятлă ĕçре вара ачасем тупăшса ĕçлерĕç. Пурин те экран умне тухса «асамлă тÿркĕтеслĕхре» кайăк ячĕсене тупса кăтартас килни курăнчĕ. Ачасем çак ĕçе пурнăçласа ку е вăл кайăк ятне тĕрĕс çырма астуса юлма тăрăшаççĕ. Презентацири 15-мĕш слайдри ÿкерчĕк текстпа паллашнă хыççăн пĕтĕмлетÿ тума пулăшать. Кунтах вырнаçтарнă вырăсла юрă ачасене кăштах хĕпĕртеттерет, кантарать. 16-мĕш слайд вара ачасене валеçсе панă карточкăсенчи ĕçе тĕрĕслеме пулăшать. Унти ÿкерчĕксене пăхса ачасем кайăксене мĕнле тата мĕншĕн пулăшмалли çинчен каласа хăвараççĕ. Учительпе пĕрле пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. Çак асăннă ĕçсене шута илсе ирттернĕ урок тухăçлă иртрĕ тесе шутлатăп. Уçă урокра ИКТ технлологийĕпе усă курнине сăнласа пани Чăваш чĕлхи урокне эпĕ 3-мĕш класра ирттертĕм. Ку класра ачасем Г.В. Абрамова хатĕрленĕ кĕнекепе вĕренеççĕ. Автор йĕркеленĕ методика кăтартăвĕсенчи сĕнÿсене, ачасен ÿсĕм, пĕлÿ шайне шута илсе «Кайăк тусĕ» темăпа урок йĕркелерĕм. Урокра ачасем активлăрах ĕçлеччĕр, вĕсене пĕлÿ илме интереслĕрех пултăр тесе урок юхăмĕнче компьютерпа усă курса хатĕрленĕ слайдсене кăтартса пытăм. Кирлĕ тапхăрта ачасен мотивацине çĕклеме кайăк сассисене те, юрă та итлеттертĕм. Чи малтанхи тĕллевсенчен пĕри вăл пултарать сăмахпа паллаштарасси пулчĕ. Кунта эпĕ ачасене слайдри тĕслĕхсемпе ĕçлеттертĕм. Малтанах чăвашла предложение вырăсла куçарнă тĕслĕхпе паллаштартăм. Ытти 3 предложенине ачасем хăйсемех куçараççĕ. Юлашкинчен пĕтĕмлетÿ пĕрле тăваççĕ. Пултарать сăмаха вырăсла может тесе куçараççĕ. Паллах, ку хăнăхтарăва ачасене кĕнекепе усă курса пурнăçлаттарма юратьчĕ. Ман шутпа, çĕнĕ сăмахпа слайдсемпе усă курса ăнлантарни те пăсмасть. Кун пек чух ачасем слайд çине тимлĕрех пăхаççĕ, лайăхрах ăнланма тăрăшаççĕ. «Айпи ачасем çинчен мĕн калать-ши?» слайд та ачасен куçĕ умĕнчех. Вĕренекенсем ÿкерчĕкри пилĕк ачана сăнаççĕ, вĕсем мĕн тума пултарни çинчен каласа хăвараççĕ. Пуплевре пултарать, пултаратăп сăмахсемпе тĕрĕс усă курма хăнăхса пыраççĕ. Слайдсенчи кайăк ÿкерчĕкĕсене курса ачасем кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăвараççĕ. «Мĕнле кайăк ячĕсем пытаннă-ши?» ятлă ĕçре вара ачасем тупăшса ĕçлерĕç. Пурин те экран умне тухса «асамлă тÿркĕтеслĕхре» кайăк ячĕсене тупса кăтартас килни курăнчĕ. Ачасем çак ĕçе пурнăçласа ку е вăл кайăк ятне тĕрĕс çырма астуса юлма тăрăшаççĕ. Презентацири 15-мĕш слайдри ÿкерчĕк текстпа паллашнă хыççăн пĕтĕмлетÿ тума пулăшать. Кунтах вырнаçтарнă вырăсла юрă ачасене кăштах хĕпĕртеттерет, кантарать. 16-мĕш слайд вара ачасене валеçсе панă карточкăсенчи ĕçе тĕрĕслеме пулăшать. Унти ÿкерчĕксене пăхса ачасем кайăксене мĕнле тата мĕншĕн пулăшмалли çинчен каласа хăвараççĕ. Учительпе пĕрле пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. Çак асăннă ĕçсене шута илсе ирттернĕ урок тухăçлă иртрĕ тесе шутлатăп.

Файлы: Открытый урок в 3Л классе 9.03.10. №2.ppt
Размер файла: 3547648 байт.

Рубрики: Другие Метки:,
( план – конспект урока 1 класс 5 класс. 6 класс 7 класс 8 класс 9 класс 10 класс Английский язык Литературное чтение Математика Музыка ОБЖ Окружающий мир Оренбургская область Физика ЦОР алгебра биология викторина внеклассное мероприятие география геометрия здоровье игра информатика история классный час конкурс конспект урока краеведение кроссворд литература начальная школа обществознание презентация программа проект рабочая программа русский язык тест технология урок химия экология