Автор конспекта:
Автор(ы): — Галина Николаевна Медакина
Место работы, должность: — МБОУ»Мижеркасинская ООШ» Красночетайского района Чувашской Республики, учитель чувашского языка,учитель русского языка
Регион: — Республика Чувашия
Характеристики урока (занятия) Уровень образования: — основное общее образование
Целевая аудитория: — Учащийся (студент)
Класс(ы): — 7 класс
Предмет(ы): — Родной язык
Цель урока: —
Иртне причастин паларту форми синчен веренесси
Тип урока: — Урок изучения и первичного закрепления новых знаний
Учащихся в классе (аудитории): — 7
Используемые учебники и учебные пособия: —
Чувашский язык для 7 класса В.И.Димитриева, 2009 г.
Используемое оборудование: —
Компьютер, мультимедиапроектор
Используемые ЦОР: —
нет
Краткое описание: — Урок теми: Иртнӗ причастин палӑрту форми. Пӗлӱ тӗллевӗ: -иртнӗ причастисен палӑрту форми мӗнле мелпе пулнине пӑхса тухасси; -палӑрту форминчи иртнӗ причастисене пурлӑ тата ҫуклӑ формӑсене лартма вӗрентесси; -палӑрту форминчи иртнӗ причастисемпе тӗрӗс те вырӑнлӑ усӑ курма хӑнӑхасси; Аталантару тӗллевӗ: — причастисем ҫинчен вӗреннине тарӑнлатасси. Сапӑрлӑх тӗллевӗ: ачасене атте-аннене хисеплеме, хаклама хавхалантарасси.
Урок теми:Иртнӗ причастин палӑрту форми.
Пӗлӱ тӗллевӗ:
-иртнӗ причастисен палӑрту форми мӗнле мелпе пулнине пӑхса тухасси;
-палӑрту форминчи иртнӗ причастисене пурлӑ тата ҫуклӑ формӑсене лартма
вӗрентесси;
-палӑрту форминчи иртнӗ причастисемпе тӗрӗс те вырӑнлӑ усӑ курма
хӑнӑхасси;
Аталантару тӗллевӗ: — причастисем ҫинчен вӗреннине тарӑнлатасси.
Сапӑрлӑх тӗллевӗ:ачасене атте-аннене хисеплеме, хаклама
хавхалантарасси.
Урок тӗсӗ: ҫӗнӗ темӑна ӑнлантармалли урок
Урокра кирлӗ хатӗрсем:компьютер, мультимедийлӑ проектор, кӗнеке,
доска.
Урок мелӗсемпе меслечӗсем: учитель сӑмахӗ, ыйту-хурав, калаҫу, хорпа
калани, хӑнӑхтарусемпе ӗҫлени, ҫырав, вулав, шухӑшлав.
Урок юхăмĕ
I. Класа йӗркелени.
Сывлăх сунни. Дежурнăй калаçăвĕ. Дежурнăй класра кам пуррипе çукки çинчен калать.
Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарни (тĕллевĕсем экран çине тухаççĕ).
II. Килти ĕçе тĕрĕслени.
— Причастисем мĕнлисем пулаççĕ?
— Хальхи причасти мĕнле мелпе пулать?
— Иртнӗ причасти мӗнле мелпе пулать?
-Малалла килте ҫырса килнӗ предложенисене вулӑпӑр.
Юратнӑ атте-анне, пиҫнӗ ҫӑкӑр, вуланӑ кӗнеке, итленӗ кӗвӗ, сухаланӑ анасем, пиҫнӗ чие сӑмахсемпе ҫырнӑ предложенисене 1-2 ачана вулаттарни.
III. Çĕнĕ темăна ăнлантарни.
— Иртнĕ причастин пурлӑ форми глагол тĕпĕ çумне –нă(- нĕ) аффикссем хушăннипе пулнине аса илтӗмӗр сирӗнпе.
— Иртнӗ причастин палӑрту форми мӗнле пулать-ши тата?
— Иртнӗ причастин палӑрту форми –и, -скер аффикссем хушӑннипе пулать.
-Ҫуклӑ формӑри иртнӗ причастисем палӑрту формин аффиксӗсене йышӑнма пултараҫҫӗ-ши?
— Палӑрту формин аффиксне йышӑннӑ причастисем япала ячӗ пек падеж тӑрӑх вӗҫленеҫҫӗ тата нумайлӑ хисеп аффиксне йышӑнаҫҫӗ.
-Халӗ чӑваш чӗлхинчи падежсене каласа тухӑпӑр.
-Ҫитнӗскер, килнисем, курманни причастисене сӑмахпа каласа падежсем тӑрӑх вӗҫлӗпӗр.
IV.Ҫӗнӗ темӑна ҫирӗплетни.
-Малалла тетрадьсене паянхи числона ҫырса хурӑпӑр. Кӗнекери 140-мӗш хӑнӑхтарӑва ҫырса пурнӑҫлӑпӑр.Условине вуласа пӑхӑпӑр. Кам сӑвва илемлӗ вуласа парӗ-ха?
Хӑнӑхтарӑва тӗрӗслени.
Сапӑрлӑх тӗллевне пурнӑҫласси.
-Сӑвӑ авторӗ В.Урташ амӑшне хӑйне ҫуратнӑшӑн, юрла- юрла сиктернӗшӗн, лӑпканӑшӑн, юратнӑшӑн, чӗкеҫ чӗлхи пилленӗшӗн тав тӑвать.
— Эсир аннӗрсене тав тӑватӑр-и-ха? Мӗншӗн?
— Аннемӗрсене кӑна тав тумалла-ши пирӗн эпир ҫут тӗнчене курма пултарнӑшӑн, шкула ҫӱресе пӗлӱ пухнӑшӑн, туссемпе пӗрле савӑнса ӱснӗшӗн?
— Паллах, аттесене те тав тумалла. Эпир ҫуралсанах атте те, аннепе пӗрлех, пирӗншӗн савӑнать, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр таса та сывӑ ӱстерме тӑрӑшать.
— Ҫавӑнпа та пирӗн вӗсене хисеплеме пӗлесчӗ.
Кану саманчӗ.
Текстпа ӗҫлесси.
— Малтанлӑха текста илемлӗ вуласа пӑхӑпӑр.
-Ӑнланман сӑмахсене палӑртӑпӑр, словарь ӗҫӗ туса ирттерӗпӗр: тӗмӗленсе (тӗмӗ — бугор, холм) — бугриться, холмиться; тилмӗрӱпе (тилмӗр –умолять, просить) – мольба, просьба; чун кӳтрӗ (кӳт- коченеть, дрогнуть, мёрзнуть; озлобляться, ожесточиться) – зло взяло.
1)«Кинпе иккӗшӗ те ӗҫлеҫҫӗ, выльӑх апачӗ илмелӗх те укҫа яраймаҫҫӗ-ши?» — хурланса шухӑшларӗ Маруҫ инке Григорий ывӑлӗ ҫыру ҫырманнишӗн. 2)Кивӗ, тӑпси ҫинче аран-аран тытӑнса тӑракан алӑк шап-шурӑ пасарнӑ. 3)Пӗр хутлӑ пӗчӗк чӳречи шурӑ кӗҫҫепе сарнӑ пек тӗмӗленсе ларнӑ. 4) Иккӗмӗш талӑк асар-писер туллашса ҫаврӑнакан ҫил-тӑман мӑрьере темиҫе тӗсле кӗвӗпе юрлать. 5)Пуҫ хӗснипе асапланакан Маруҫ инкене ҫак ҫил юрри хӑйӗн хура-шур витӗр иртнӗ ӗмӗрӗшӗн татӑлса йӗнӗн туйӑнса чӗрине пӗр ӑшшӑн, пӗр сиввӗн хӗсе-хӗсе илет, хытӑ пусать, асаплантарать, тилмӗрӳпе, тунсӑхпа пӗр куҫҫульсӗр ӗсӗклеттерет. 6)Маруҫ инке пичӗ ҫине шуса аннӑ ҫӑм тутӑрне куштӑркка та ырхан аллипе хыҫалалла сирсе ячӗ те ассӑн сывласа илчӗ.7) Алӑк умӗнче юр нӑтӑртатрӗ. 8)Маруҫ инке куҫне уҫса ячӗ, сывлама чарӑнса итлерӗ. 9)Ӑна ҫӑмӑллӑн пусса килекен ура сасси илтӗннӗпек пулчӗ. 10) Маруҫ инке: «Анне», — тесе чӗнессе кӗтрӗ, анчах кӗтсе илеймерӗ. 11) Унӑн чӗри хыттӑн-хыттӑн тапрӗ.12) Вӑй-халӗ хушӑннӑ пек пулчӗ те, Маруҫ инке кравать хӗрринчен тыткаласа ҫӗре анса алӑк патне пычӗ. 13)Унтан темиҫе хутчен: «Кам унта?» — тесе ыйтрӗ, анчах вӑл кӗтсе тунсӑхлакан уҫӑ сасӑ ҫаплах: «Аннем, эпкилтӗм, уҫсам», — темерӗ.
14) Амӑшӗн чуне кӳтрӗ, алли-ури чӗтрерӗ.15) Сивӗ тӗттӗм пӳрт чӳречинчен юр пӗрчи пыра-пыра ҫапӑнни, мӑрьере шӑхӑракан ҫилӗн темиҫе саслӑ кичем юрри сехет ӗҫленӗ сасӑпа хутшӑнса кайрӗҫ те, Маруҫ инкене ҫак хӑйӗн пӗчӗк пӳрчӗ тамӑкри шуйттан ачисем вылямалли япала пек туйӑнчӗ.
— Мӗнле ят пама пулать –ши ку текста?
-Шухӑшласа пӑхӑр-ха, куҫ умне хӗллехи сивӗ те тӗттӗм каҫ, пӗчченлӗх, ватӑ кинемей тухса тӑраҫҫӗ.
— Текстӑн тӗп шухӑшне хӑш предложени палӑртать.
— Маруҫ инке ачисене кӗтет-кӗтет, кӗтсе илеймест. Ун шанчӑкӗ пӗтет, унӑн вӑйӗ те ҫук, вӑл чирлет.Алӑк уҫса ӑна тулаллла, ҫынсем патне кӑларас килет, анчах та унта – ҫил-тӑман. Ним тума та ҫук.
— Ҫапла, ватлӑхра пирӗн атте-аннен те, хамӑрӑн та пӗччен юлмалла ан пултӑрахчӗ.
-«Ватта сума сӑвакан, хӑй те ырӑ куракан», — тенӗ ваттисен сӑмахне те асрах тытасчӗ.
- Малалла 2 ушкӑна пайланӑпӑр, текстри причастисене тупса доска ҫине ҫырӑпӑр. Камсем малтан тата тӗрӗс ҫырса пӗтереҫҫӗ, ҫавсем ҫӗнтереҫҫӗ.
— Икӗ ушкӑнӗ те маттур пулчӗҫ, лайӑх ӗҫлерӗҫ.
— Халӗ ҫакӑнта тупса палӑртнӑ причастисенчен иккӗшне суйласа илетӗр те ҫавсемпе хӑвӑрӑн тетрадьсене икӗ предложени ҫырса хуратӑр. Причастисен аффиксне, пӗлетӗр пулсан – вӑхӑтне те кӑтартӑр.
V.Урока пӗтӗмлетни.
— Паянхи урокра мӗн-мӗн пӗлтӗмӗр-ха?
(- Иртнӗ причастин палӑрту форми мӗнле мелпе пулнине пӗлтӗмӗр.
— Палӑрту формин аффиксӗсене йышӑннӑ иртнӗ причастисем ҫуклӑ формӑра та
пулма пултарнине.
— Палӑрту формин аффиксне йышӑннӑ причастисем нумайлӑ хисепре те пулаҫҫӗ, япала ячӗ пек те вӗҫленеҫҫӗ.
— Атте-анне — никамран хаклӑ ҫынсем, вӗсене яланах хисеплемелле, пулӑшмалла, тимлӗ пулмалла, ватлӑхра пӗччен хӑварас ҫук – ҫакна ӑнлантӑмӑр.
VI.Киле ӗҫ пани.
— Килте сирӗн паян мӗн вӗреннине шута илсе «Атте-аннене хисеплесчӗ» темӑпа сочинени ҫырмалла.
VII.Ачасен пӗлӗвне хаклани.
Файлы: Сабантуй картинасы буенча сочинение язу.doc
Размер файла: 58880 байт.