Автор конспекта:
Автор(ы): — Масленникова Л.А.

Место работы, должность: —

МБОУ "Янышская ООШ" Чебоксарского района Чувашской республики ,учитель

Регион: — Республика Чувашия

Характеристика конспекта:
Уровни образования: — начальное общее образование

Класс(ы): — 1 класс
Класс(ы): — 2 класс
Класс(ы): — 3 класс
Класс(ы): — 4 класс

Предмет(ы): — Родной язык

Целевая аудитория: — Учитель (преподаватель)

Тип ресурса: — дидактический материал

Краткое описание ресурса: —

Развитие речи это основа школьного обучения детей языку. Одним из продуктивных способов толкования слов является подстановка к незнакомому слову соответствующего синонима. Изучение синонимов в начальных классах должно осуществляться путем разнообразных упражнений, например, выделение и сопоставление слов, близких по значению, подбор к словам их синонимов, самостоятельное употребление детьми синонимов в своей речи.

Развитие речи – это основа школьного обучения детей языку. Одним из продуктивных способов толкования слов является подстановка к незнакомому слову соответствующего синонима. Изучение синонимов в начальных классах должно осуществляться путем разнообразных упражнений, например, выделение и сопоставление слов, близких по значению, подбор к словам их синонимов, самостоятельное употребление детьми синонимов в своей речи.

« Умение разграничивать синонимы, выбирать из них наиболее уместный и точный представляет важный стилистический навык. Синонимы в речи могут замещать друг друга, и умелое использование их позволяет избежать повторения в речи одних и тех же слов и тем самым устраняет однообразие и монотонность речи, делает высказывание разнообразным, точным и выразительным», — пишет Л.Н.Гвоздев.

Кроме этого , умение использовать в своей речи синонимов не только обогащает словарный запас детей, но позволяет более точнее и красочнее выражать свои мысли при письме сочинений, изложений с элементами сочинений и изложений, пересказе содержаний. Поэтому в своей практике я стараюсь уделять большое внимание изучению синонимов и стараюсь разнообразить задания и считаю, что работа над синонимами в начальных классах будет достаточно эффективной при наличии следующих условий:

  • упражнения над синонимами должны проводиться систематически и планомерно;
  • должен быть определен круг синонимов, которые могут использоваться учителем в качестве практического материала для упражнений.
  • Необходима система обогащения и развития речи детей, нужна планомерная работа, четко и определенно дозирующая материал, — словарь, синтаксические конструкции. Чувашский язык очень богат синонимами. И моя цель как учителя родного языка научить ребят не только подобрать синонимы к словам. Но научить видеть и чувствовать богатство, своеобразие и красоту чувашского языка. Я постаралась подобрать разные упражнения по изучению темы « Синонимы» , классифицируя не только по классам, но и по частям речи. Задания включают в себя следующие этапы:

  • подбор слов, близких по смыслу;
  • выделение слов(синонимов ) в тексте;
  • выяснение понимания слов учащимися;
  • введение слов в другой контекст – составление предложений;
  • использование слов – синонимов в связной речи.
  • В заключение можно добавить, что систематическая и целенаправленная работа с младшими школьниками по теме « Синонимы» развивает у них внимание и интерес к словам, делает их речь более точной и выразительной, формирует чувство языка, активизирует умственную деятельность.

    Синонимсем . 2 класс.

    (Япала ячĕ, паллă ячĕ, глагол)

    1 – мĕш ĕç.

    Панă сăмахсем хушшинче синонимсем тупса ушкăнла:

    • ача, шăпăрлан, упа, пепке, кашаман, утаман, кашкăр, тукмак хуре;
    • макăрать, йĕрет, савăнать, хурланать, кулать, ахăлтатать, куççулленет;
    • илемлĕ, хитре, симĕс, капăр, ешĕл.

    -

    2- мĕш ĕç.

    «Кахалккана пулăшар» вăйă. Панă сăмахсен синонимĕсене тупса çыр.

    • тирпейлĕ- …, …, … симĕс -…
    • сарлака — … сенкер — …
    • хăюллă — … çулăм — …

    3- мĕш ĕç.

    «Сăмахсене улăштар» — вăйă. Сăмах майлашăвĕсене тепĕр сăмахпа ылмаштармалла.

    • çемçе юр — савăк сасă –
    • кахал çын — пысăк çурт –
    • çамрăк çын ĕçлекен çын -

    4 — мĕш ĕç.

    Япала ячĕсен паллисене темиçе тупса çырăр.

    (Укерчексем)

    5- - мĕш ĕç. Сăвва вуласа тухăр, паллă тунă сăмахсен синонимĕсене тупма тăрăшăр

    Сиплĕ уйăх, чĕрĕ уйăх,

    Кĕтрĕмĕр сана, апрель.

    Эсĕ – шăнкăр шывлă улăх.

    Эс – йăлтăркка хĕвел.

    Эс – ытарайми çанталăк,

    Çурăлса тухас папка…

    Çул тупекăвак шăналăк

    Вĕçсĕр –хĕрсĕр сарлака.

    Шкулăн ачасене пур предметпа та çирĕп те тарăн пĕлу памалла. Вĕсене таса чунлă, тĕрĕс шухăшлакан, илемлĕ калаçакан çынсем туса устермелле. «Ача – пăчан ăс-пуçне вĕренуре унăн чĕлхи урлă аталантармалла», — теççĕ чĕлхе методисчĕсем. Чăн та, ачасемшĕн чи кирли вăл – урокра илнĕ пĕлупе кулленхи пурнăçра анлă усă курма пĕлесси. Çыхăнуллă пуплев пуриншĕн те ăнланмалла пуласси ачасем чăваш чĕлхинчи «çĕр пин сăмаха» астуса тăнинчен мар, вĕсен пĕлтерĕшĕсен тĕрлĕ сĕмĕсене туйса илсе, вĕсемпе вырăнлă та пĕлсе усă курма пултарнинчен килет.Апла пулсан, пуçламăш классенче ĕçлекен учителĕн ачасене пĕр- пĕринпе хутшăнма кирлĕ сăмахсен йышне те устерме тăрăшмалла, тата, кунсăр пуçне, вĕсен тĕп пĕлтерĕшĕсемпе çеç мар, ытти пĕлтерĕшĕсемпе те усă курма хăнăхтарса пымалла.

    Çак ĕçе туса пыма синонимсем тĕп вырăнта тăраççĕ.

    Синонимсем – чĕлхен иксĕлми пуянлăхĕ. Ачасем хальхи литература чĕлхинче çирĕпленнĕ синонисене мĕн чухлĕ ытларах пĕлеççĕ, вĕсен чĕлхи çавăн чухлĕ пуянрах тата илемлĕрех пулать.

    Синонмсем – пуплев пахалăхне лайăхлатмалли мел. Синонмсене пĕлни ачасене шухăша палăртма кирлĕ чи юрăхлă, вырăнлă та витĕмлĕ сăмах тупма пулăшать, сахал сăмахпах шухăша кĕскен те ăнланмалла каласа е çырса кăтартма май парать.

    Синонимсем – чĕлхен илемлĕх мелĕсенчен пĕри. Синонимсене пĕлни ачасене янăравлă та илемлĕ предложенисем йĕркелеме май парать.

    Синонимсем – хăйне евĕр пуплев тумалли мелсенчен пĕри. Пуçламăш классенчи ачасен, литература чĕлхин нормисене пăхăнса, предложенисене тĕрĕс те ăнланмалла йĕркелеме пĕлмелле. Кунсăр пуçне, вĕренекенсен пуплевĕнче кăмăл -туйăма палăртни те пулмалла.Кашни ачана хăйĕн шухăш – кăмăлне хăйне евĕрлĕ каласа е çырса пама хăнăхтарма тăрăшатăп. Синонимсемпе ĕçленĕ май ачасене сăмахăн пытанчăк пĕлтерĕшĕсене шырама, кашни синонимăн чĕлхери вырăнне курма, сăмах майлашăвĕсемпе предложенисене мĕнлерех йĕркеленинчен пуплев илемлĕхпе пахалăхĕ çеç маар, унăн хăй евĕрлĕхĕ те палăрнине тйума вĕрентетĕп.

    Синонимсем – стиль уйрăмлăхĕсене палăртмалли майсенчен пĕри.

    Вĕренекенсем тĕрĕс те илемлĕ калаçчăр е çырччăр тесен, вĕсемпе ырми – канми ĕçлемелле. Пуçламăш классенчи ачасен синонимлă сăмахсенчен чи кирлине суйласа илме пĕлмелле, тĕрĕс усă курса предложенисем тумалла.

    «Çамрăкла вĕренни – чул çинче, ватăлла вĕренни – юр çинче», — тенĕ сĕм – авалах чăвашсем. Чăн та, ачалăх кунĕсенче илнĕ пĕлу ĕмĕрлĕхе упранса юлать, çавăнпа та пуçламăш классенче ачасене тарăнрах пĕлу пама тăрăшатăп. Хам ума тĕп задачăсенчен пĕрне синонимсемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарассине, ачасене тăван чĕлхепе интересленме, ăна юратма, унăн пуянлăхĕпе сăнарлăхне, сăмах хăватне туйма вĕрентессине; малтанхи кунсенчех « сăмах – сăмах майлашăвĕ – предложении» принципа ĕçлесе пырса, ачасене тăван чĕлхен системăлла курсне вĕренме хатĕрлесе çитерессине тăрататăп. Тăван чĕлхен илемлĕхне, унăн пахалăхне, вичкĕнлĕхне, туйма хăнăхтарассипе ĕçлетĕп. Пуплев илемлĕ те пуян пултăр тесе, чĕлхе урокĕсенче те, вулав урокĕсенче те, урок тулашĕнче те( пуху, экскурсии, кружок, тематикăлла калаçусем…) ытларах калаçтарма, калаçăва шухăшпа килĕшуллĕн йĕркелеме вĕрентетĕп. Ачасене кирек мĕнле текстра та çĕнĕ сăмахсемпе уйрăлми сăмах майлашăвĕсене курма хăнăхтаратăп, вĕсен пĕлтерĕшĕсене учительтен ыйтма, словарьте шыраса тупма вĕрентетĕп, вĕсемпе çырура та, калаçура та усă курнине ырлатăп, хавхалантаратăп. Тĕнчекурăмĕ аталаннăçемĕн ачасен çĕнĕрен те çĕнĕ сăмахсем пĕлес килет, çавăнпа та ачасем усă куракан сăмахсен йышне устерсе пыма тăрăшатăп.

    Синонимсемпе ĕçленине çак йĕркепе туса пыратăп:

    • 1 – мĕш класра ачасене çĕнĕсăмахсемпе паллаштарасси пысăк вырăн йышăнать. Ку тапхăрта пĕр тан, çывăх е хирĕçле пĕлтерĕшлĕсăмахсемпе усă курса , сăмах майлашăвĕсем тата ансат предложениесм йĕркелеме хăнăхтаратăп. Сăмахсем турĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшсене уйăрма, ытарлă пĕлтерĕшсене туйма вĕрентетĕп. Ытларах укерчĕксемпе усă курма тăрăшатă.
    • 2 – мĕш класра синонимсемпе ĕçлесси кăштах кăсăкланать. . Ку тапхăрта синонимсен ретĕнчи сăмахсен антонимĕсене палăртма, тĕрлĕ тымартан тăракан синонимсене те, пĕр тымартан пулнисене те тупма хăнăхтарса пыратăп. Предложенисенче фразеологизмсемпе усă курма вĕрентетĕп.
    • 3 – 4 мĕш классенче синонимсен тĕсĕсене туйма, нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем темиçе синонимсен ретĕнче тăма пултарнине курма вĕрентетĕп.Пуçламăш класран вĕренсе тухнă тĕле ачасен сăмахăн турĕ пĕлтерĕшĕсĕр пуçне, унăн тата 2-3 куçăмлăпĕлтерĕшне пĕлмелле.

    Синонимсене ачасем лайăхрах ăнланччăр тесе эпĕ тĕрлĕ ĕçсемпе вăйăсем усă куратăп. Ку вара чĕлхене хавхаланса вĕренме пулăшать.

    «Мĕншĕн ун пек?»

    Класри ачасем виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ. Доска çинче виçĕ колонка: пĕрин тăрринче «ь», теприн «Ъ», тата«Синонимсем». Учитель ачасене тĕслĕхсем çырса ретсене тултармалла. Çак вăййа ытти темăсене вĕреннĕ чух та усă курмалла.

    Ь

    Ъ

    синонимсем

    Ахаль

    Коньки

    Выльăх

    Мăрье

    ….

    Объявлении

    Съезд

    Пустуй

    Тăркăч

    ..

    Пĕлтеру

    «Кам маларах?»

    Тĕллевĕ – синонимсен речĕсенчи сăмахсен пĕлтерĕш уйрăмлăхсене палăртма хăнăхтарасси.Ачасене виçĕ ушкăна уйăраççĕ. Ушкăнсене хут листи парать е доска çинче те ирттерме пулать.Унта ачасен синонимсем тупса çырмалла.

  • Кахал 2. Кул 3. Макăр
  • «Мĕнле сăмахсем пытаннă?»

    Тĕллевĕ – ачасене сăнама хăнăхтарасси.

    Учитель сĕннĕ сăмахсем

    Пытаннă сăмахсем

    Синонимсем

    Ачашлан

    Пытанчăк

    тумлантар

    ача

    ачаш

    ачашла

    пытан

    тан

    анчăк

    ту

    тум

    антар

    тар

    тумлан

    Пепке

    Черчен

    лăпка

    йăпшăн

    шăп. Лăп

    йытă

    сăрт

    çи – пуç

    яр

    чуп

    тăхăн

    «Камăн йăнăш сахал?»

    Тĕллевĕ – сăмах майлашăвĕсем тума хăнăхасси. Виçĕ ушкăн вылять. Хăш ушкăнĕ маларах ĕçе тĕрĕс пурнăçлать , çав çĕнтерет.

  • 2. 3.
  • Хăрушă тискер хаяр

    «Пĕлетĕн и ?»

    Тĕллевĕ – çывăх пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсене тупасси.

    Учитель панă сăмах ачасем тупнă сăмах синонимсем

    Ĕ ĕнĕк çунăк

    Ç çырма вар, шырлан

    Ч чашăк тирĕк

    Е ен аяк

    Н навус тикĕс

    «Чи кирлине суйла»

    Тĕллевĕ – синонимсенчен чи кирлине суйласа илсе, тĕрĕс сăмах майлашăвĕсем, предложенисем тума хăнăхтарасси.

    1 – йĕпен, шывлан, ислен, шу, лачкам пул.

    2- ура йĕпенчĕ, çулсем шывланчĕç, çумăрпа ислен, лачкам шыв пул

    (Кун пек сăмахсене кашни пуплев пайĕпех пама пулать)

    Ку сăмахсемпе предложенисем ту.

    Çиллен, тарăх, шăмар, вĕчĕх, ур, тутуна тăс.

    Илемлĕ, капăр, хитре, чипер.

    Кахал, наян, юлхав.

    Ырхан, начар, имшер, хыткан.

    Синонимсене вĕреннĕ чухне ăслав диктанчĕ çыртарассине те тĕп вырăна хуратăп. Ку ĕç вара ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме, шухăшлавне аталантарма, астуса юлассине аталантарма та май парать.

    Ăслав диктанчĕсене кашни пуплев пайне вĕреннĕ чухнех çыртарассине практикăна кĕртрĕм.

    Ăслав диктанчĕсем.

    ГЛАГОЛ.

    Çывăх пĕлтерĕшлĕ глаголсене танлаштарса сăнамалла, вĕсемпе сăмах майлашăвĕсем тумалла.

    Ĕçле, тăрмаш, вăй хур; асăрха. Асту, сăна; ăмăрт, тупăш.

    Мухтарĕ, ырларĕ; кулать, ахăрать; лăпланать, чарăнать.

    Симĕсленнĕ, ешернĕ; сывалĕ, турленĕ, чĕрĕлĕ; сыхлĕ. Хутĕленĕ.

    ПАЛЛĂ ЯЧĔ

    Сайра, сахал, уйрăм; тирпейлĕ, таса, типтерлĕ; хăюллă, шиксĕр, хастар, паттăр, сатур.

    Пысăк, аслă, шалпар; мухтавлă, паллă, чаплă, ятлă; ăслă, тăнлă.

    Тулек, лăпкă, йăваш; кăвак, сенкер; асаплă, тертлĕ, нушаллă.

    ЯПАЛА ЯЧĔ

    Ответ, явап, хурав; чурече. Кантăк, савăнăç, хаваслăх, хĕпĕрту.

    Чăнлăх, тĕрĕслĕх; çĕçĕ, пĕкĕ; тенкел, сак.

    Чăваш чĕлхинче синонимсен словарĕ ятарлă çук, çавăнпа та ачасене уйрăм тетрадь çине час –часах усă куракан синонимсене çыртаратăп. Ачасене пуплевне аталантарма пур майсене те шыраса усă курма тăрăшатăп.

    Файлы: Грамматик уен.docx
    Размер файла: 11082 байт.

    ( план – конспект урока 1 класс 5 класс. 6 класс 7 класс 8 класс 9 класс 10 класс Английский язык Литературное чтение Математика Музыка ОБЖ Окружающий мир Оренбургская область Физика ЦОР алгебра биология викторина внеклассное мероприятие география геометрия здоровье игра информатика история классный час конкурс конспект урока краеведение кроссворд литература начальная школа обществознание презентация программа проект рабочая программа русский язык тест технология урок химия экология